Кӑҫал та, яланхи пекех, «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026» ҫӗршыври нумай ҫынна хӑй тавра пуҫтарчӗ. Пирӗн округри территори уйрӑмӗсенчи ялсенче те ӑна халалласа мероприятисем йӗркелерӗҫ. Февралӗн 24-мӗшӗнче вара Комсомольскинчи вӑрман хӗрне сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Кунта культура ӗҫченӗсем тата республикӑри Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн членӗсем ачасем валли хаваслӑ мероприятисем ирттерни, унта ача-пӑча савӑнни ӑмӑртӑва чӑн-чӑн уяв сӗмӗ кӗртрӗ.
Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов тата ыттисем те саламларӗҫ, ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Темӗнле пысӑк юханшыв та пӗчӗк ҫӑлкуҫсенчен пуҫланать тенешкел, чи малтан старта ача сачӗсене ҫӳрекенсем тӑчӗҫ. Вӗсем пулас ӑста йӗлтӗрҫӗсем, округ чысне малашне тӗрлӗ ӑмӑртусенче хӳтӗлекенсем пулса ҫитӗнесси пирки иккӗленӳ ҫук. Пӗчӗклех йӗлтӗр ҫине тӑнӑскерсем малашне те унран уйрӑлмӗҫ. 100 метрлӑ дистанцире малти виҫӗ вырӑна хӗр ачасенчен Елизавета Лаврушкина, София Зайнуллина, Алиса Мартынова, арҫын ачасенчен Расил Шайдуллов, Алмир Алиуллов, Ренис Мингалеев йышӑнчӗҫ. Шкулсенче чи кӗҫӗн классенче вӗренекенсем хушшинче хӗрачасенчен Дарья Орешкина, Анна Никитина, Виктория Волкова, арҫын ачасенчен Даниил Гаврилов, Роман Тихонов, Глеб Степанов палӑрчӗҫ. 500 метрлӑ дистанцирех 3—4-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Юлиана Можаева, иккӗмӗшне — Сабина Семенова, виҫҫӗмӗшне Ирина Козина ҫӗнсе илчӗ. Ҫак дистанцирех арҫын ачасем хушшинче Глеб Давыдов, Николай Фролов, Ильмир Пахалов 1—3-мӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. Пинеслу Семенова, Карина Федорова, Юлия Крылова 1 километрлӑ дистанцире чи лайӑх вӑхӑт кӑтартакансем пулчӗҫ. Роман Кураков, Кирилл Тарасов, Андрей Белков арҫын ачасем хушшинче мала тухрӗҫ. 8—9 тата 10—11-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче чемпион ята Ангелина Морозова, Всеволод Осипов, Анна Тарасова, Александр Алексеев тивӗҫрӗҫ. Елизавета Быкова, Дмитрий Марков, Карина Ильина, Ярослав Кокорев иккӗмӗш кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. Аделина Архипова, Николай Матросов, Полина Порфенова, Вадим Луков виҫҫӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ.
«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑрту ачасене ҫеҫ мар, ашшӗ-амӑшне те, аслӑ ӳсӗмри спорт ветеранӗсене те хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм парнелерӗ. Вӗсем савӑнсах старта тӑчӗҫ. 18 ҫултан аслӑрах ӳсӗмрисем хушшинче хӗрарӑмсенчен Елена Ятманова финиша чи лайӑх вӑхӑтпа ҫитрӗ. Людмила Можаевӑпа Людмила Степанова ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене йышӑнчӗҫ. Арҫынсенчен Владимир Калашников вӑхӑчӗ чи лайӑххи пулчӗ. Сергей Белковпа Андрей Осипов иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вӑхӑтсемпе палӑрчӗҫ. 55 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсем хушшинче Татьяна Лапшина, Ольга Матвеева, Елена Пушкарева — 1, 2, 3-мӗш вырӑнсенче. Ку ӳсӗмри арҫынсенчен пӗрремӗш вырӑна Зуфар Тимаев тухрӗ. Вячеслав Мурзаевпа Валерий Денисов дистанцие иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вӑхӑтсемпе вӗҫлерӗҫ. Спорт ветеранӗсем хушшинче пӗрре-виҫҫӗмӗш вырӑнсене Николай Ятманов, Алексей Самаркин, Николай Васильев йышӑнчӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем медальсене, парнесене тивӗҫрӗҫ. Чи пахи — ӑмӑртӑва хутшӑнакансене йӗлтӗр йӗрӗ ырӑ кӑмӑл, хаваслӑх парнелерӗ.
Гелия Гинатуллина.

