Пятница, 14 августа

Ҫӗнтерӳсем савӑнтараҫҫӗ

«Паттӑр» спорт шкулӗнче армрестлинг енӗпе 14—15 ҫулхи арҫын ачасемпе хӗр ачасем хушшинче республика ӑмӑртӑвӗ пулса иртнӗ. Унта пирӗн округри «Кӗтне» ачасемпе ҫамрӑксен спорт шкулне ҫӳрекенсем те  хутшӑннӑ. Хутшӑннӑ ҫеҫ мар лайӑх кӑтартусемпе палӑрнӑ.

 И.Минуллов  70 килограмм, М.Гибатдинов 55 килограмм, П.Семенова 45 килограмм таранхи виҫесенче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. 50 килограмм таранхи виҫере  А.Яковлева 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. А.Лукиянова 55 килограмм, И.Индеркин 50 килограмм, Р.Ямалетдинов 60 килограм таранхи, А.Хораськин 70 килограмран пысӑкрах  виҫесенче виҫҫӗмӗш пулнӑ.

«Кӗтне» спорт шкулӗн команди вара 2-мӗш вырӑна тухнӑ. Ҫӗнтерӳсем савӑнтараҫҫӗ.  Ҫамрӑк спортсменсене саламлатпӑр, малалла та ҫитӗнӳсем сунатпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *