Февралӗн 5-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел культура ҫуртӗнче «Чувашская республика — пространство развития» ашшӗ-амӑшӗн республикӑри форумӗ иртнӗ. Унта пирӗн округри шкулсенчи вӗрентекенсемпе аслӑ классенче вӗренекенсем, ашшӗсемпе амӑшӗсем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Калаҫу тӗпрен илсен ҫемьепе шкул хушшинчи ҫыхӑну, ачасен пуласлӑхӗ, вӗсене пурнӑҫра тӗрӗс те кирлӗ утӑм тума пулӑшасси тавра пулнӑ. Форума И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн, Шупашкарти педагогика, Канашри медицина колледжӗсен вӗренекенӗсемпе преподавателӗсем хутшӑннӑ, вӗсем ачасене шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн малалла пӗлӳ илме май пур ҫул-йӗрсемпе паллаштарнӑ.
Форума килнисем малтанах вӗренӳ заведенийӗсен, округри Нестеровсен, Плеткинсен, Зариповсен, Евграфовсен ҫемйисен творчество выставкисемпе паллашнӑ.
Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин пуҫтарӑннисене тухӑҫлӑ ӗҫлеме ӑнӑҫу суннӑ май ҫак форум ачасемшӗн те, ашшӗ-амӑшӗшӗн те усӑллӑ пуласса шаннине палӑртнӑ. Вӑл хӑй сӑмахӗнче ачасем хӑйсене килӗшекен професси суйласа илсе, пирӗн тӑрӑха кирлӗ специалистсем пулса таврӑнасса шанни ҫинчен каланӑ. «Округ пуласлӑхӗ — ҫамрӑксенче», ҫак шухӑш тӗп вырӑнта тӑнине ҫирӗплетнӗ.
Округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ А.В.Тихонов, округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ — вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Е.Н.Соколова хӑйсен сӑмахӗсенче ку форум ҫемьесемпе шкулсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетес тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине каланӑ. Аслӑ класенче вӗренекенсене пуласлӑх пирки тӗплӗнрех шутлама, ашшӗ-амӑшне хӑйсен тӗпренчӗкӗсене тӗрӗс ҫул-йӗр суйласа илме пулӑшас енӗпе усӑллӑ пулассине палӑртнӑ.
Вӗренекенсем хаваспах тематика лаптӑкӗсене ҫитсе курнӑ. Уйрӑмах вӗсене Чӑваш патшалӑх университечӗ йӗркеленӗ «ФизикУм» мастер-класс, Шупашкарти педагогика колледжӗн тата Канашри медицина колледжӗн презентацийӗсем интереслентернӗ. Ҫавӑн пекех вӗсен Шупашкарти коопераци институчӗ пирки те ытларах пӗлме май пулнӑ. Ачасенчен чылайӑшне, тен, пулас профессие суйласа илес ыйту ҫине хурав тупма та пулӑшнӑ.
Ашшӗ-амӑшӗшӗн «Союз семьи и школы» лаптӑк, «Я эффективный родитель» мастер-класс усӑллӑ пулнӑ. Ҫавӑн пекех кунта вӗсем «Ашшӗ-амӑшӗн пуҫарӑвӗсем» конкурса заявкӑсем памалли йӗркепе те паллашнӑ. «Росдетцентр» ФГБУКн ашшӗ-амӑшӗсен пӗрлӗхӗсемпе ӗҫлекен специалисчӗ Александра Егорова «Родительский патруль» акцие хастар хутшӑннисене Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Римма Антонова йӗркеленӗ «Без прошлого нет будущего» экскурси те, Наталия Матвеева ачасене воспитани парас тата пулӑшас енӗпе ирттернӗ мастер-класс та, ашшӗ-амӑш комитечӗн, ашшӗсен канашӗн шкулсемпе ҫыхӑну тытас енӗпе тӑвакан утӑмсем пирки диалог та, форумри ытти калаҫусемпе тӗлпулусем те вӗсене хутшӑнакансен кӑмӑлӗсене кайнӑ.
Ҫакӑн пек мероприятисем ачасемпе ашшӗ-амӑшӗн, шкулӑн хутшӑнӑвӗсене лайӑхлатма, ҫыхӑнтарма, ҫывӑхлатма, ҫирӗплетме пулӑшаҫҫӗ.
Юрий Михайлов хатӗрленӗ

