Вторник, 15 сентября

Телей тилхепи

Анфиса Андреевна мăнукĕсемпе пуян. Вĕсем час-часах ун патĕнче пулаççĕ, тем çинчен те калаçтараççĕ, тем те аса илтереççĕ.

Юлашки вăхăтра уйрăмах Андрей асламăшĕ патне тăтăшах килсе çӳреме пуçларĕ. Асламăшĕ туйрĕ-ха: тем каласшăн ача, анчах сăмах чĕнме ниепле те хăю çитереймест.

Паян акă Андрей ирех асламăшĕ патне çитрĕ:

— Асанне, санпа пăшăл пăтти пĕçерме юрать-и? — йăл-йăл кулса асламăшĕ çумне пырса ларчĕ вăл.

— Пĕçерер ара, кăмăлу пулсан.

— Анчах ку пăтта хальлĕхе иксĕмĕр кăна çийĕпĕр. Аттепе аннене çитермĕпĕр. Юрĕ-и?

— Санăн кăмăлу, — килĕшрĕ Анфиса Андреевна. — Çитерме юрамасть пулсан çитермĕпĕр.

— Асанне, пĕлетĕн-и, эпĕ пĕр хĕре питĕ юрататăп. Вăл та мана савать. Эпир пĕрлешесшĕн. Анчах хальлĕхе туй туса аппаланасшăн мар. Йăли-йĕркине каярах тăвăпăр. Халĕ пĕрле пурăнса пăхасшăн. Хальхи çамрăксем нумай чухне малтан пĕрле пурăнса пăхаççĕ, кайран кăна çырăнаççĕ.

— Ачам, эпĕ ун пеккине киносенче курнă, кĕнеке, хаçат-журналта нумай вуланă. Анчах…

— Килĕшмест-и сана? — пăлханса кайрĕ Андрей.

— Тĕрĕссипе каласан, килĕшмест. Таçта васкатăр. Ялан васкатăр. Хĕрпе каччă çӳрени — питĕ илемлĕ. Арлă-арăмлă пурнăç вăл, ачам, урăхларах.

— Асанне, эпĕ сана ăнлантăм. Эсĕ хирĕç, — кăмăлсăрланчĕ Андрей. — Сан шутпа, манăн ытти çамрăк пек пурăнмалла мар. Ĕлĕкхи пек, сирĕн вăхăтри пек пулмалла. Халь пачах урăхла самана, асанне.

— Самани урăх пулĕ те, этем чун-чĕри ĕлĕкхиех. Çакна ас ту: пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе çитмесĕр пĕрлешни кайран нушаллă пурнăç патне илсе пырать. Пĕрлешичченех пĕр-пĕрин ĕмĕт-шухăшне лайăх пĕлмелле. Вара йăпăр-япăр уйрăлса кайма сăлтавсем те шыранмĕç. Çемье ун пек чух çирĕп пулать. Хĕве хупăнма васкамалла мар, — шухăша кайнăн калаçрĕ Анфиса Андреевна. — Васкани, мăнукăм, нихăçан та ырă кӳмест.

Андрей шухăша путрĕ. Те килĕшрĕ, те килĕшмерĕ ватă сăмахĕсемпе.

Асламăшĕ мăнукне ырă сунса хăй мĕн шухăшланине малалла та калас терĕ:

— Шутла-ха, ачам, халĕ эсĕ ку хĕрпе пĕрлешрĕн. Тем килĕшмест те — уйрăлса каятăр. Тепринпе тĕл пултăн. Пĕрлешетĕр. Каллех сăлтав тупăнчĕ те — тата уйрăлса каятăр. Ĕмĕр тăршшĕпех çапла пурăнмалла-и? Туй таврашĕ пулман — нимĕнле яваплăх та çук. Ав манăн паллакансен ывăлĕ васкавлăн авланчĕ. Хĕрĕ йывăр çын терĕç. Туй турĕç. Ак тамаша! Хайхискер туйра тин пĕлеççĕ: икĕ енчисем те çывăх тăвансем килсе тухаççĕ иккен. Никама та каламан, ашшĕ-амăшĕпе паллаштарман. Хулара тĕл пулнă. Эс каланă пек, пĕрле пурăнса пăхма шут тытнă. Туйне кайран ирттерĕпĕр тенĕ. Пурнăç час-часах пăрăнăç килет вăл. Айăпĕ камра? Хамăртах…

Андрей асламăшне тимлĕн итлерĕ. Унтан тăруках сехечĕ çине пăхрĕ:

— Асанне, ман халь каймалла-ха. Кайран татах иксĕмĕр пăшăл пăтти çийĕпĕр, — терĕ те васкавлăн тухса кайрĕ.

* * *

Мăнукĕсемпе калаçнă хыççăн Анфиса Андреевна яланах аса илӳ авăрне путать. Пуринчен ытла ăна паян мăнукĕпе калаçни тыткăнларĕ, пăлхантарчĕ: «Эпир те çамрăк пулнă… Пурнăç йĕрки те урăхлаччĕ. Анчах юрату утравĕ пуриншĕн те пĕрреччĕ. Кам çав утрав çинче пулса курнă, телее тупнă. Кам вăл утрав ăçтине те пĕлмест пулĕ…»

Сисмесĕрех Анфиса Андреевна шухăшĕпе хăйĕн çамрăклăх утравне вĕçсе çитрĕ.

* * *

…Çу варринче ял утарти вĕлле хурчĕсем пек кĕрлерĕ-сĕрлерĕ. Яланах çапла вăл: пĕчĕк ял пурнăçĕнче çĕнĕ хыпарсем час-часах пулмаççĕ; пĕр-пĕр хыпар пулсан пуçлать вара ял халăхĕ çав хыпара хаклама, хаклама та ваклама, ваклама та саплама. Кашни хăйне евĕр хыпарлать, кӳрши-арши патне çитерме васкать.

Ял халăхĕ калаçрĕ те калаçрĕ:

— Санька хĕрĕ хуларан вĕренсе пĕтерсе таврăннă терĕç.

— Çапла çав. Санька хĕрне çураçасшăн.

— Камсем-ши?

— Кӳршĕ ялти Çтаппан ывăлне илсе парасшăн теççĕ.

— Пĕлетĕп, пĕлетĕп. Çтаппан ывăлĕсем пурте маттур. Хăйĕн пекех.

— Питĕ лайăх мăшăр пулмалла.

— Анфиса тиркет терĕç-ха.

— Эй тамаша. Мĕн тиркемелли пур-ши? Ун пек каччă таврара урăх çук.

— Çапла, çапла. Ĕçчен вĕт вĕсем. Ĕçкĕпе нихăшĕ те иртĕхмест. Хăшĕ-пĕри пуян тесе ăмсанать. Вĕсем пек ĕçлесен пуян пулăн ĕнтĕ.

— Ан та кала. Патша хĕрĕ те ун пек каччăна тиркес çук.

Калаçрĕ те калаçрĕ ял халăхĕ. Пурте хĕре ырă сунчĕç. Каччăна тиркенĕшĕн ватăсем ӳпкелешрĕç.

Çамрăксем сăмах вакламарĕç, ваттисене итлерĕç.

* * *

Ашшĕ хĕрне савăнса кĕтсе илчĕ. Хуларан пур-çук япалисене илсе килме те пулăшрĕ. Ашшĕн ырă кăмăллăхĕн, хаваслăхĕн сăлтавне Анфиса часах ăнланчĕ.

Хĕр таврăнасса тăванĕсем те, ашшĕ-амăшĕ те тахçанах кĕтнĕ иккен. Пурте туй пирки калаçу пуçарма хатĕр. Анчах хĕр мĕн калĕ-ха? Ăна нихăшĕ те пĕлмерĕ.

Ашшĕ-амăшĕ хăйĕн пепкине яланах телейлĕ тăвасшăн. Анчах ун тилхепине тытма пĕлмелле-çке.

* * *

Анфиса хăйĕн каччи пирки никампах та калаçманччĕ. Пĕррехинче амăшне чун савнийĕ пуррине систернĕччĕ.

Халĕ Алексей салтакра. Хăй вĕренекен аслă шкула пĕтеричченех хĕсмете каяс терĕ вăл. Суйласа илнĕ специальноçа кăмăлламарĕ. Урăх ĕç суйласси пирки шухăшларĕ. Çавăнпа та тарăн шухăшлама хăйне вăхăт парнелерĕ: çак икĕ çул хушшинче пурнăçри кăмăла каякан аслă шкул пирки ыйту тататех.

Леша тума пĕлмен ĕç те çук пулĕ. Алли ылтăн тетчĕ унăн çинчен тăванĕ-пĕлĕшĕ. Епле хитре ӳкерчĕксем эрешлет тата. Гитара калама тытăнсан пурин чунне те тыткăнлать. Вăл хăех юрă-кĕвĕ хывать, уçă сассипе тĕрлĕ юрă шăрантарать.

* * *

Туй-çуй калаçăвĕ хĕр киле çитнĕ кунах пуçланчĕ. Пике тӳрех хирĕçлерĕ: «Эпĕ халĕ качча тухасси пирки шухăшласшăн та мар».

— Çук, хĕрĕм, хальхинче эсĕ тăвас тенĕ пек пулмасть. Мĕн ачаранах аçу-аннӳ каланине итлеместĕн, ялан хăвăнни пек туса пыратăн! — тарăхсах кайрĕ ашшĕ.

Çак сăмахсем хыççăн хĕр ашшĕ-амăшне итлемен самантсене аса илме тăрăшрĕ. Вĕсем çиçĕм çиçнĕ пек вĕлтлетсе иртрĕç.

— Чăнах та атте-аннене итлеменни пайтах пулнă. Мĕн ачаранах пулнă пур саманта та аса илес пулсан…

— Акă анне мана уяв тĕлне хитре кĕпе илме укçа панăччĕ. Эпĕ ун чухне шкулта вĕренеттĕм, — аса илчĕ Анфиса. — Анне хушнине итлемесĕр пасартан кĕпе вырăнне йĕлтĕр илсе килнĕччĕ. Анне уншăн ятласса ятламанччĕ, анчах кăмăлсăрланнăччĕ. Тепĕр тесен мĕншĕн вăрçмалла пулнă. Вăл йĕлтĕрпе виçĕ çул шкула çӳренĕ, районти ăмăртăва та хутшăннă…

Итлекен ачах пулман çав эпĕ. Аслă шкула вĕренме кайма вăхăт çитсен те атте сăмахĕнчен тухрăм, хама чунтанах килĕшекен институтах кĕтĕм. Атте сĕннине шута илмерĕм.. Чăннипех те çакнашкал самант чылай пулнă. Апла пулин те халĕ атте-аннене итлесе мĕн тумалла? Качча тухмалла-и?

Çак шухăшсем тĕлĕнмелле хăвăртлăхпа вĕлтлетсе иртрĕç. Пĕр вăхăт Анфиса ашшĕн сăмахĕсене те илтмерĕ. Каллех унăн сасси янăрарĕ:

— Эпĕ сана пăхса çитĕнтертĕм, вĕрентсе кăлартăм. Эсĕ нихăçан та мана итлесшĕн мар. Хальхинче ман сăмахран иртместĕн.

— Мĕн калать-ха атте? — тĕлĕнчĕ хĕр. Хирĕçлеме пăхрĕ. Хăйне лăпкă тытма тăрăшрĕ:

— Атте, мĕн калатăн-ха? Ăçтан эсĕ каланă пек пулма пултарать? Ан çиллен мана, атте. Анчах эпĕ качча тухмастăп.

— Çук, тухатăн, тухатăн!

Роза Шевлепи.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *