Сӗтел ҫинчи спорт вӑййисенчен пирӗн тӑрӑхра шашкӑлла вылясси ытларах сарӑлнӑ. Унпа шкул ачисем те, ҫитӗннисем те, ваттисем те туслӑ. Ҫакна нумаях пулмасть «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче округри территори уйрӑмӗсен спартакиади шучӗпе шашка вӑййи енӗпе иртнӗ ӑмӑртӑвӗ те туллин ҫирӗплетсе пачӗ.
Вӑйӑсем чӑннипех те хӗрӳ иртрӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗ ята вара Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн команди тивӗҫрӗ. Комсомольскисемпе Элпуҫсем иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.
Спартакиада малалла пырать, спортӑн ытти енӗсемпе те ӑмӑртусем пулӗҫ.
Валерий Денисов.

