Вторник, 11 августа

«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026»

«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026»

«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026» февралӗн 14-мӗшӗнче иртет. Кӑҫалхипе вӑл 44-мӗш хут пулать.

Хӗллехи  спорт уявне пирӗн муниципаллӑ округра та  йӗркелӗҫ. Ӑмӑртусене округри мӗнпур территори пайӗсенче ирттереҫҫӗ. Тӗп старт — Комсомольски салинчи вӑрман хӗрринчи йӗлтӗр трасси ҫинче.

 Йӗлтӗрҫӗсене 8.30 — 9.30 сехетре регистрацилеҫҫӗ, ӑмӑрту 10 сехетре пуҫланать. Чи малтан старта шкул ҫулне ҫитменнисем тӑраҫҫӗ. Унтан VIP-чупу. Медицина енчен чару ҫуккисем, ӳсӗмне кура, тӗрлӗ ушкӑнсенче тупӑшма пултараҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсене пур ушкӑнра та «Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ — 2026» символикӑллӑ медальсемпе, дипломсемпе тата парнесемпе чыслӗҫ.

Йӗлтӗр йӗрӗ пурне те кӗтет, сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнар, ӑмӑртусене хастар хутшӑнар!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *