Вторник, 15 сентября

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Лайӑххине ырланӑ, япӑххине питленӗ

Аталану ҫулӗпе малалла

(Малалли)

Ку, паллах, пӗчӗк мар. Ӗҫӗ ӗнтӗ кӑҫал строительствӑра чылай пулчӗ. Тӗслӗхрен, ӗҫҫи пуҫланас умӗн тырӑ сортласа типӗтекен механизациленӗ йӗтем хута кайрӗ.

 Механизациленӗ йӗтеме 2-мӗш бригада ӗҫченӗсем турӗҫ. Ҫак бригадӑрах тырӑ хумалли склад ҫывӑх кунсенчех хута каять. 1-мӗш бригадӑри строительсем те пушӑ лармаҫҫӗ. Вӗсем 60 пуҫ вырнаҫмаллӑх  вите турӗҫ. 3-мӗш бригада ӗҫченӗсем те ӗне вити тӑваҫҫӗ. Унта 130 пуҫ вырнаҫмалла» (1969 ҫулхи октябрӗн 14-мӗшӗ). Корреспондентсем кашни колхозах ҫитсе курса строительство ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашнӑ.

Уйрӑм ҫынсем хушшинче велосипедсемпе пӗрлех мотоциклсем те туянма пуҫлаҫҫӗ, ҫак транспорт хатӗрӗсемпе предприятисемпе организацисене те тивӗҫтереҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсемпе ҫӳреме пӗлекенсем кирлӗ пулнӑ. «Автошкул филиалӗ ҫумӗнче мотоциклистсен курсӗ ӗҫлеме пуҫларӗ. Унта 30 ҫын ҫӳрет. Курсра уйрӑмах ҫыхӑну кантурӗнчи, редакцинчи, аш-какайпа консерва комбинатӗнчи рабочисемпе служащисем ҫӳресе хӑйсен техникӑлла пӗлӗвӗсене хӑпартаҫҫӗ» (1961 ҫулхи мартӑн 12-мӗшӗ). Патшалӑх предприятийӗсемпе колхозсенче автомашинӑсен шучӗ ӳссех пынӑ. Вӗсемпе ӗҫлеме пӗлекенсем кирлӗ пулнӑ. «Комсомольскинчи шоферсен курсӗ 1960—61 ҫулсенче виҫӗ группа вӗрентсе кӑларнӑ. Кашни группинче 33-шер ҫын вӗреннӗ. Кунта виҫҫӗмӗш класлӑ шоферсене вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Халӗ тата 70 ҫын вӗренет». (1961 ҫулхи октябрӗн 13-мӗшӗ).

1960 ҫулсенче электрофикаци ӗҫӗсем вӗҫленсе пынӑ ӗнтӗ. Акӑ, 1965 ҫулта «Октябрь ялавӗ» хаҫатра электричество ҫитнишӗн савӑнса ҫынсем мӗн ҫырнипе паллашар-ха: «Электричествӑпа усӑ курмалли вӑхӑт ҫитессе кӗтсе эпир телевизор, плитка, утюг илсе хутӑмӑр», «Унччен ҫӳҫ каснӑ чух хачӑпа ҫеҫ усӑ кураттӑм. Халӗ пирӗн цехра электромашинка та пур», «Хуласенчи хӗрарӑмсем кӗпе ҫӑвакан машинӑпа усӑ курни ҫинчен тахҫанах илтнӗ эпир. Халӗ эпир те кун пек машинӑпа усӑ куратпӑр», «,несене шӑварнӑ чухне мӗн чухлӗ шыв йӑтма тиветчӗ алӑпа. Халӗ фермӑра автопоилка ӗҫлет. Апатсене вӗтетсе, тутлӑлатса панӑ ҫӗрте те механизаци вӑйӗпе усӑ куратпӑр. Фермӑра ҫутӑ». «Ҫӗршыв умӗнчи ҫутӑсем» статьяра  1960 ҫулсен вӗҫӗнче электрификаци ӗҫӗсен  районти кӑтартӑвӗсене асӑннӑ. Хӑш-пӗр йӗркесене илсе кӑтартар-ха: «Халӗ пирӗн районти колхозсенче 497 электромотор ӗҫлет», «6653 кил электроэнергипе усӑ курать», «Мӑйракаллӑ шултра выльӑхсем усракан 36 фермӑра шыв парса тӑрассине механизациленӗ», «Ӗнесем усракан 36 фермӑран «Урожай» колхозри виҫӗ фермӑра ҫеҫ ӗнесене электричество вӑйӗпе сӑваҫҫӗ», «Районти выльӑх-чӗрлӗх фермисенче тислӗк тасатассине мӑйракаллӑ шултра выльӑх усракан 8 фермӑра, сыснасем усракан 5 фермӑра механизациленӗ» (1969 ҫулхи июнӗн 12-мӗшӗ).

Паянхи пек пӑрӑхсемпе ҫутҫанталӑк газӗ пулмасан та 1960 ҫулсен вӗҫӗнче кил-ҫуртсене баллонсемпе ӗҫлекен газ плитисем вырнаҫтарма пуҫлани те пысӑк савӑнӑҫ пулнӑ. «Акӑ, «Луч» колхоз ӗҫченӗсен килӗсенче те часах газ горелкисем кӑвак ҫулӑмпа ҫунма пуҫлӗҫ. Малтанласа кунта 51 хуҫалӑха газ кӗртме  палӑртнӑ» (1969 ҫулхи апрелӗн 5-мӗшӗ).

Хаҫат тӗпрен илсен ял Совечӗсем, колхозсем партипе правительство постановленийӗсемпе указӗсене пурнӑҫлас енӗпе мӗнле ӗҫлесе пынине ҫырнӑ. Пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхсем вӑйлӑ тырпулшӑн кӗрешнӗ, ытларах выльӑх апачӗ хатӗрлес тесе тӑрӑшнӑ. Фермӑсенче выльӑх-чӗрлӗх продуктивлӑхне ӳстерес енӗпе вӑй хунӑ.  Ку вӑхӑтра колхозсем  нумай производство объекчӗсем  хута янӑ. Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем  паянхи кун та ялсенче упранса юлнӑ.

Колхозсем ӗнесенчен ытларах сӗт сӑвас, ырӑ-сывӑ пӑрусем илсе вӗсене тӗрӗс-тӗкел пӑхса ӳстерес, сурӑхсенчен нумайрах ҫӑм касса илес, сыснасенчен ҫурасем илсе пӑхса ӳстерес, аш-какай валли самӑртас, чӑхсенчен нумайрах ҫӑмарта илес енӗпе тимленӗ. Ҫав вӑхӑтрах халиччен пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра тытман выльӑхсем те усрама хӑтланнӑ. Акӑ, «Красный Октябрь» колхозра 1958 ҫултах  кроликсем ӗрчетес шухӑш пулни, халӗ ку енӗпе тухӑҫлӑ ӗҫлени пирки ҫырнӑ.  Кун пирки хаҫатӑн 1961 ҫулхи  январӗн 22-мӗшӗнче пичетленнӗ «Хуҫалӑха пысӑк тупӑш паракан ҫӑлкуҫ» статьяра  ку колхозри кролик фермин заведующийӗ С.Хайбуллов ҫапла пӗлтерет% «Кроликсене Канашри живконторӑран хура-хӑмӑр, ваулево-серебристӑй тата серебристӑй йышши ӑратлисене илсе килтӗмӗр. Акӑ, хура-хӑмӑр ӑрата ТАССРӗнчи Бирлюнскири тискер кайӑксем усракан совхозра фландр, шурӑ пеликан тата венский голубой йышши аҫасемпе чуптарса тунӑ. Унӑн чӗрӗ виҫи 6 килограмран та иртет», «Иртнӗ ҫул эпир фермӑра хӗл каҫарма  22 пуҫ амапа 3 аҫа хӑварнӑччӗ. Вӗсене тӗрӗс-тӗкел пӑхнине тата ҫӑвӑрлаттарнине пула, ҫулталӑк хушшинче кроликсен йышӗ 400 пуҫран та иртрӗ. Государствӑна кролик какайӗ тата тирӗ сутса 12 пин тенкӗ ытла тупӑш илтӗмӗр», «Кӑҫал эпир государствӑна сахалтан та 500 пуҫ кролик  самӑртса пама шутлатпӑр». Колхозсем кайӑк-кӗшӗк ӗрчетес енӗпе те ҫине тӑрса ӗҫленӗ. «Инкубатор станцийӗн кӑҫалхи сезонта  районти колхозсене  130 пин чӑх чӗппи кӑларса памалла. Март пуҫламӑшӗнче  хунӑ ҫӑмартасенчен малтанхи хут чӗпӗсем тухрӗҫ те ӗнтӗ. Виҫӗ кун каялла Ленин ячӗпе хисепленекен колхоз станцинчен 3 пин чӗп туянчӗ. Паян «Дружба» артель тата 2 пин чӗп илсе каять» (1961 ҫулхи мартӑн 26-мӗшӗ). Тепӗр заметкӑна илсе пӑхар-ха. «Кӑвакал ферми Корезино ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ, юнашарах Кӗтне шывӗ юхса выртать. Кӑвакалсем шыва юратаҫҫӗ, ҫуллахи вӑхӑтра талӑкӗпех Кӗтнере пурӑнаҫҫӗ, ҫак вӑхӑтра алӑран паракан апата та сахал ҫиеҫҫӗ. Пӗлтӗр кӑвакалсен йышӗ 100 пуҫран иртрӗ. Паллах, ҫакӑн чухлӗ  кӑна кӑвакал усрани ҫителӗксӗр. Колхоз правленийӗн кӑвакалсен йышне ӳстерессишӗн, вӗсене темиҫе ҫӗр пуҫа ҫитерессишӗн тӑрӑшмалла», — пӗлтерет «Родина» колхозри Р.Чугунова кӑвакал пӑхакан (1961 ҫулхи апрелӗн 2-мӗшӗ).

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *