«Каҫал ен» хаҫатӑн коллективӗ ҫак ҫулсенче районпа пӗрлех аталанса пынӑ май муниципалитетӑн чи пысӑк паллӑ пулӑмӗсемпе ҫивӗч ыйтӑвӗсене ҫутатать, пултаруллӑ ҫынсен пурнӑҫӗпе, ӗҫӗсемпе паллаштарать. Эсир хаҫатра пичетленӗ сӑмаха, пӗлӳллӗ экспертсен шухӑшӗсене вулавҫӑсем шанаҫҫӗ. «Каҫал ен» ҫитӗнӗвӗсен вӑрттӑнлӑхӗ — журналистсем хӑйсен ӗҫне юратса пурнӑҫланинче, пултарулӑхра хаҫат ҫырӑнакансене хисепленинче, ҫӗршывӑн, регионӑн обществӑпа политика пурнӑҫне, социаллӑ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене ӑнланма, тӗрӗс ҫутатса пама пӗлнинче. Тӑван округӑн экономикин аграри секторӗнчи пурнӑҫа тата ҫитӗнӳсене уйрӑмах тимлӗх уйӑрнӑшӑн савӑнатӑп. Кун-ҫулӑр вӑрӑм пултӑр!
Александр Зайцев, «Искра» колхоз председателӗ.
95 ҫул, паллах, хаҫатшӑн сахал мар. Ҫак тапхӑрта тӗрлӗ йывӑрлӑх витӗр тухма тивнӗ пулсан та вӑл чунӗпе ҫамрӑк, самана таппипе пӗр тан утать. Кунран-кун «Каҫал ен» хаҫат округ пурнӑҫне сӑнлать, хыпарсемпе паллаштарать, округ историне ҫырать.
Редакцире вӑй хуракансене пуҫӑнакан кашни ӗҫре мал ӗмӗтлӗх, пуҫарулӑх, калеме мӑкалма памасӑр ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллевпе малалла аталанма ӑнӑҫу сунатӑп.
Михаил Афанасьев, «Рассвет» ЯХПК председателӗ.
Паянхи кун «Каҫал ен» районта пурӑнакансене кӑсӑклӑ, пӗлтерӗшлӗ хыпарсем пӗлтерсех тӑрать. Унӑн ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ. Пӗр сӑмахпа каласассӑн, эсир халӑхпа пӗрле пурӑнатӑр. Хаҫат кун-ҫулӗ вӑрӑм пултӑр, сире пултарулӑх лаҫҫинче ӑсталӑх, кӑсӑклӑ материалсем ҫырма ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу, ҫитӗнӳ, тӑнӑҫлӑх сунатӑп. «Каҫал ене» кашни килте чӑтӑмсӑррӑн кӗтчӗр.
Анатолий Семенов, «Луч» ЯХПК председателӗ.
Хаҫат кун-ҫулӗ ҫӗршывӑн, Чӑваш енӗн, округӑн историйӗпе тачӑ ҫыхӑнса тӑрать. Вӑл округӑн обществӑпа культура пурнӑҫӗпе яланах ҫывӑх. Эпир, хаҫат тусӗсем, пултаруллӑ ҫынсем, пулса иртнӗ мероприятисем пирки ҫийӗнчех вуласа пӗлетпӗр. Хаҫат страницисенче ҫеҫ мар, социаллӑ сетьсенче те вун-вун хыпар ҫыраҫҫӗ журналистсем. «Каҫал ен» хаҫат редакцийӗн коллективне тапса тӑракан пултарулӑх, профессире ҫӗнӗ ӳсӗмсем, кӑсӑклӑ публикацисем, шанчӑклӑ ҫыракансемпе пархатарлӑ кӑмӑллӑ вулакансем сунатӑп.
Валерий Михеев, «Восток» ЯХПК председателӗ.
«Каҫал ен» хаҫатӑн хисеплӗ ӗҫченӗсене, ветеранӗсене ӑшшӑн-ӑшшӑн сумлӑ юбилей ячӗпе саламлатпӑр. 95 ҫул хушшинче хаҫат страницисенче нумай статья-очерк , хыпарсем пичетленнӗ. Малашне те округ пурнӑҫне туллин ҫутатса тӑмалла пултӑр, халӑха интереслентерекен ыйтусем ҫинчен пӗлтерсех тӑрасса шанатпӑр. Ӗҫченсене ҫирӗп сывлӑх, вӑй-хал, тулли телей, ӑнӑҫу сунатпӑр. Хаҫатӑн ӗмӗрӗ вара вӑрӑм пултӑр.
Юрий Егоров, «Урожай» колхоз правленийӗ.

