Комсомольскинчи «Ҫӗр тата ҫынсем» музейра февралӗн 4-мӗшӗнче пирӗн ентешӗн, Чӑваш Республикин халӑх художникӗн В.Л.Немцевӑн ӗҫӗсен выставки ӗҫлеме пуҫларӗ. Курав ҫак уйӑх вӗҫленичченех пырать.
Выставкӑна савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май «Ҫӗр тата ҫынсем» музей заведующийӗ А.О.Полякова кӗскен паллӑ художникӑн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен каласа пачӗ. Музей фондӗнче унӑн 147 картини упраннине пӗлтерчӗ. Художник ӗҫӗсене хӑйне ҫывӑх тӑрӑхра упрама сунса хӑварнӑ. Округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин ку тӑрӑхра кун ҫутине килнӗ сӑрӑ ӑстин ӗҫӗсем илемлӗ те пурнӑҫа ҫывӑх пулнине палӑртрӗ. Каҫал ҫӗрӗ ҫинче пурӑнакансем нумай паллӑ ентешӗсемпе пӗрлех Виктор Немцевӑн творчествипе мухтанма пултарнине ҫирӗплетрӗ. Ӳсекен ӑрӑва илемлӗх енне туртӑнма хавхалантарас тесен ҫакӑн пек ҫынсен ӗҫӗсене курма майсем туса памалли ҫинчен каларӗ. «Ку выставкӑна килсе курнисенчен пӗрин чунӗнче ҫеҫ сӑнарлӑ искусство ӗҫӗсем хавхалану ҫуратсан та пысӑк ҫитӗнӳ пулать. Ҫак картинӑсене курни ачасене хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ паллӑ ҫын ҫинчен лайӑхрах пӗлме май парӗ, асӗсенче хӑварӗ, илемлӗхе курас, туяс туртӑма вӑйлатӗ», — терӗ Николай Никандрович. Округра вӗренекенсене кунта экскурсисем йӗркелеме сӗнчӗ.
Виктор Леонтьевич районти Вутлан ялӗнче 1936 ҫулхи январӗн 16-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ. Пурӑннӑ пулсан вӑл кӑҫал 90 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Унӑн ҫемйи вӑл ача чухнех, Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫланичченех Йӗпреҫ поселокне куҫса кайнӑ. Ачалӑхӗ унта иртнӗ пулин те, паллӑ художник хӑйне пурнӑҫ парнеленӗ Вутлан тӑрӑхӗ те уншӑн ҫывӑх пулнине палӑртнӑ.
Йӗпреҫре шкулта вӗреннӗ чухнех ӳкерчӗксем тума юратнӑ. Унӑн ӑсталӑхне унти рисовани тата физкультура учителӗ В.Я.Гладкий асӑрхать, ӑна творчествӑра сӗнӳсем панипе пӗрлех спортпа туслашма пулӑшать.
1954 ҫулта В.Немцев Шупашкарти художество училищине вӗренме кӗрет. Кунта вӑл Р.М.Ермолаева, Е.Е.Бургулов, В.С.Гурин патӗнче ӑсталӑхне туптать. 1970 ҫулта И.Я.Яковлев ячӗллӗ педагогика институчӗн художествӑпа графика факультетне вӗренсе пӗтерет. Виктор Леонтьевич 1954—1996 ҫулсенче РСФСР художество фончӗн пирӗн республикӑри уйрӑмӗн мастерскойӗнче тӑрӑшнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Шупашкарти художество училищинче преподаватель-завучра ӗҫленӗ. Пӗр вӑхӑтра «Сельские зори» творчество бригадипе республикӑри районсене тухса ҫӳренӗ. Н.Карачарский, П.Григорьев-Саушин, В.Семенов художниксемпе чӑваш тӑрӑхӗн илемлӗ вырӑнӗсене, ял ҫыннисен сӑнӗсене ӳкернӗ. «Ибресионисты» творчество ушкӑнне те ертсе пынӑ.
Сӑнарлӑ искусствӑра тухӑҫлӑ ӗҫленипе пӗрлех спортра та ҫитӗнӳсем тунине те палӑртмалла. А.Фадеевӑпа пӗрле вӑл акробатика енӗпе РСФСР тата СССР шайӗнчи зонӑри ӑмӑртусене те хутшӑннӑ. Ӑна 1965 ҫулта акробатика енӗпе СССР спорт мастерӗ ята панӑ.
В.Л.Немцев 1967 ҫултанпа СССР художникӗсен союзӗн членӗ пулнӑ. Творчествӑри пултарулӑхшӑн ӑна 1976 ҫулта «ЧАССР тава тивӗҫлӗ художникӗ», 1993 ҫулта «Чӑваш Республикин халӑх художникӗ» хисеплӗ ятсем панӑ. 1980 ҫулта вӑл К.В.Иванов ячӗллӗ патшалӑх премине тивӗҫнӗ. Виктор Леонтьевича ,ҫлӗх Хӗрлӗ Ялавӗ орденпа та наградӑланӑ.
Художник тӗпрен илсен натюрморт, пейзаж, портрет жанрӗсемпе ӗҫленӗ. Выставкӑра та ҫав енсемпе ӳкернӗ картинӑсене курма пулать. Вӗсенче Чӑваш республикин ҫутҫанталӑкӗ, ялсемпе улӑх-ҫарансем, вӑрмансем сӑнланнӑ. Чӑваш тӑрӑхӗнче пурӑнакансен портречӗсем те пур унта.
«Ҫӗр тата ҫынсем» музея ҫитсе курӑр, паллӑ ентешӗн творчествине хӑвӑр куҫӑрсемпе курса хаклӑр. Малтанхи куракансем, округ центрӗнче пурӑнакансем, культура ӗҫченӗсем выставкӑпа паллашса художникӑн ӑсталӑхне пысӑк хак пачӗҫ те ӗнтӗ.
Юрий Гаврилов.

