Вторник, 11 августа

Спорт тусӗ – 90 ҫулта

Спорт тусӗ – 90 ҫулта

«Кире пуканӗ йӑтас енӗпе «Хыпар» издательство ҫурчӗн парнисене  ҫӗнсе илессишӗн иртнӗ ӑмӑртура ҫӗнтерӳҫӗ  пулнӑ», «Олимп чемпионӗ В.Воронков призӗсемшӗн округра пулнӑ йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче «пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ». Ҫак хыпарсем  Киров поселокӗнче пурӑнакан Федор Леонтьевич Ефимов юлашки вӑхӑтра тунӑ ҫитӗнӗвӗсенчен хӑшӗ-пӗри анчах-ха.  Вӗсене ҫак кунсенче 90 ҫул тултарнӑ  ветеран тунӑ.

 Тӑхӑр теҫетке урлӑ каҫнӑ пулин те вӑл хӑйне патвар туять. «Яланах хусканура вӑл. Ҫуран ҫӳреме юратать. Диван ҫинче ларнӑ чухне те тӗрлӗ хусканусем тума тӑрӑшать. Йӗлтӗр сырса уҫӑлса ҫӳреме кӑмӑллать. «Хусканура — вӑй», теме юратать вӑл. Пире те ытларах утма, хусканусем тума сӗнет. Ватлӑх кунӗнче кире пуканӗсем йӑта пуҫларӗ»,— каласа парать унӑн ывӑлӗпе пӗрле тӗп килте пурӑнакан кинӗ.

Федор Леонтьевич Патӑрьел районӗнчи Кивӗ Катек ялӗнче кун ҫутине килнӗ. Унӑн ачалӑхӗ вӑрҫӑ ҫулӗсенче тата ун хыҫҫӑнхи вӑхӑтсенче ҫитӗннӗ нумай ачаннинчен уйрӑлсах та тӑмасть пулӗ. Пӗчӗкренех аслисемпе  пӗрле уй-хирте тӑрӑшнӑ.  Ҫул ҫитсен Совет ҫарне кайнӑ, Молдави ҫӗрӗ ҫинче службӑра пулнӑ, ҫӗршыв чиккине сыхланӑ. Хӑйне мӗн пӗчӗкрен пиҫӗхтерсе ӳстернӗскер маттур салтак пулнӑ, ҫар чаҫӗн Хисеп грамотисене, Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ. Вӑл салтакран таврӑннӑ тӗле вӗсен ҫемйи ҫӗнӗ ҫӗре, пирӗн районти тин ҫеҫ пуҫланса кайнӑ Киров поселокне куҫса килнӗ иккен. Федор та кунтах тӗпленет.

Малашнехи унӑн пӗтӗм пурнӑҫӗ Киров поселокӗпе тата «Россия» колхозпа тачӑ ҫыхӑнать. Кунтах вӑл ҫемье ҫавӑрать. Мӑшӑрӗпе пӗрле вӗсем 6 ача пӑхса ҫитӗнтереҫҫӗ, тӗпренчӗкӗсене тӗрӗс воспитани парса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑлараҫҫӗ. Ҫӗнӗ ҫурт-йӗр ҫӗклеҫҫӗ, хуралтӑсем ҫавӑраҫҫӗ.

Федор Леонтьевич пур енӗпе те ӑста ҫын. Техникӑна юратаканскер 1990 ҫулсенче хӑй аллипе 2  пӗчӗк трактор та пуҫтарма пултарнӑ.  Платник ӗҫӗнче те вӑл чӑн-чӑн ӑста. Ялти нумай ҫын пӳртне туса лартма пулӑшнӑ. Пултаруллӑскер нихӑҫан та ӗҫсӗр ларман. Пыл хурчӗсемпе те ӗҫлеме юратать.

 Яланах хусканура пулни ӑна 90 ҫула ҫитсен те хӑйне лайӑх туйма май парать те. «Ачаранах спортпа туслӑ пулнӑ эпӗ. Йӗлтӗрпе чупса хамӑр районти ӑмӑртусенче пӗрре мар малти вырӑнсем йышӑннӑ.  Тивӗҫлӗ канӑва кайсан та спорта пӑрахма шутламарӑм. Йӗлтӗрпе ярӑнма юрататӑп. Кире пуканӗ йӑтма пуҫларӑм», — каласа парать Федор Леонтьевич.

Производствӑра хастар ӗҫленӗшӗн вӑл «,ҫ ветеранӗ»  ята тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех пултаруллӑ пулнӑшӑн ӑна Хисеп грамотисем парса чысланӑ.

Хальхи вӑхӑтра Ф.Ефимовӑн  11 мӑнук, 6 мӑнмӑнук. Вӗсем  аслашшӗ-кукашшӗ патне килсех ҫӳреҫҫӗ.  Вӗсене вӑл ӑшшӑн кӗтсе илет. Компьютер, телевизор умӗнче  ларнипе ҫеҫ мар, уҫӑ сывлӑшра ытларах ҫӳреме те сӗнет.

Федор Леонтьевич  тӗслӗхӗ ӗмӗрӗпех сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыни, ӗҫрен ӳркенменни, ҫуран ҫӳреме тӑрӑшни 90 ҫулта та ҫирӗп пулма  май пулнине туллин кӑтартса парать.

,ҫ тата спорт ветеранне малашне те сывлӑх, вӑй-хал, ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Анатолий Краснов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *