Февралӗн 1-мӗшӗнче Чулхулара «Шаги к успеху» ятпа каратэ турнирӗ иртнӗ. Унта Василий Акчурин тренер ертсе пынипе пирӗн округри «Кӗтне» спорт шкулне ҫӳрекенсем те хутшӑннӑ.
Каратэ секцине ҫӳрекенсен ӑсталӑхӗ ӳссех пыни савӑнтарать. Андрей Самарин, акӑ, 16—17 ҫулхи ҫамрӑксем хушшинче ӑмӑртса «пӑхӑр» медале тивӗҫнӗ.
Ҫак кун Василий Акчуриншӑн, Андрей Самариншӑн тата Кирилл Акчуриншӑн тепӗр пулӑмпа палӑрнӑ. Вӗсем судьясен семинарне вӗҫлесе теори тата практика экзаменӗсене ӑнӑҫлӑ тытса кумитэ енӗн виҫҫӗмӗш категориллӗ судйин квалификацине илнӗ.
Вӗсене малашне те ӑнӑҫу пултӑр.
Василий Акчурин.

