Февралӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Пирӗн республикӑра 120 халӑх ывӑл-хӗрӗ туслӑн килӗштерсе пурӑнать, ӗҫлет, савӑнать.
Ҫак паллӑ пулӑмпа ҫыхӑннӑ мероприятире Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев чӑваш тӑрӑхӗ тӗрлӗ халӑх ҫыннишӗн пӗр кил пулса тӑнине, кашни халӑхӑн йӑли-йӗркине хисеплесе пурӑнакан вырӑн пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал чӑвашсем хӑйсен ирӗкӗпе Раҫҫей патшалӑхӗн йышне кӗнӗренпе 475 ҫул ҫитет. «Чӑваш халӑхӗ Вырӑс тӗнчин шанчӑклӑ никӗсӗ пулса тӑрать. Ҫакна эпир ӗмӗрсем хушши ӗҫпе те, ҫар мухтавӗпе те ҫирӗплетсе патӑмӑр. Паян та Чӑваш Ен ывӑлӗсем малтисен ретӗнче Раҫҫейӗн ирӗклӗхне хӳтӗлеҫҫӗ», — тенӗ Олег Алексеевич.
Кӑҫал республикӑра Халӑхсен пӗрлӗхӗн тата Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене халалланӑ, ҫавӑн пекех чӑваш халӑхӗ Раҫҫей патшалӑхӗн йышне хӑй ирӗкӗпе кӗнӗренпе 475 ҫул ҫитнипе ҫыхӑннӑ нумай-нумай мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Вӗсенче тӗрлӗ халӑх ҫынни килӗштерсе пурӑнса республикӑна аталантарас тӗллевпе ӗҫлеме ҫеҫ мар, пӗрле савӑнма та пултарнине туллин кӑтартса парӗҫ. Пирӗн округра та ку енӗпе территорисен уйрӑмӗсенчи ялсенче ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӗрлӗх, туслӑх тематикипе каҫсем ирттереҫҫӗ, кӗнекесен выставкисем йӗркелеҫҫӗ, конкурссем пулаҫҫӗ.
Раҫҫейри Халӑхсен пӗрлӗхӗн, Чӑваш Енри Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗсене уҫнӑ ятпа иртнӗ мероприятие пирӗн округ делегацийӗ те хутшӑннӑ. Комсомольскинчи «Каҫал» халӑх фольклор ансамблӗ тата Урмаелӗнчи «Мишар» тутар фольклор ансамблӗ хӑйсен пултарулӑхӗсене кӑтартнӑ.
Мероприятире тӗрлӗ халӑх юрри-кӗвви янӑранӑ, выставкӑсем ӗҫленӗ.
Хамӑр инф.

