Январӗн 31-мӗшӗнче кунӗпех юр вӗҫтеркелесе тӑчӗ пулсан та йӗлтӗр спортне юратакансене ҫакӑ шиклентермерӗ. Комсомольскинчи вӑрман хӗрринче СССР чемпионкин Вера Чернован призӗсене ҫӗнсе илессишӗн йӗркеленӗ йӑлана кӗнӗ ӑмӑртӑва спортсменсем те, вӗсемшӗн «чирлекенсем» те йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Тупӑшӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин саламларӗ, ӑнӑҫлӑ финиш сунчӗ.
Ӑмӑрту пуҫламӑшӗнче январӗн 18-мӗшӗнче Олимп чемпионне Владимир Воронкова асӑнса йӗркеленӗ йӗлтӗрҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтернӗ командӑсене те чысларӗҫ. Уйрӑм спортсменсем хушшинче мала тухнисен ячӗсене хаҫатра палӑртнӑччӗ. Вӑтам шкулсен командисем хушшинче пӗрремӗш вырӑна Ҫӗнӗ Мӑрат, иккӗмӗш вырӑна Комсомольски 2-мӗш, виҫҫӗмӗш вырӑна Аслӑ Чурачӑк шкулӗсен командисем ҫӗнсе илнӗ. Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсен хушшинче малти виҫӗ вырӑнта — Хырай ,нел, Хырхӗрри, Чӗчкен шкулӗсем.
Совет Союзӗн чемпионачӗсенче тата ют ҫӗршывсенчи ытти ӑмӑртусенче палӑрнӑ Вера Чернова ячӗпе ӑмӑртусем йӗркелесси 1960 ҫулсенчех пуҫланнӑ. Ҫак ӑмӑрту нумай ҫамрӑкшӑн спортӑн анлӑ ҫулӗ ҫине тухмалли малтанхи тупӑшусенчен пӗри пулнӑ.
Кӑҫалхи ӑмӑрту та чылай спортсмена старта тӑратрӗ. 6—7–мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче 1-мӗш вырӑна Юлианна Можаева (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) алӑран вӗҫертмерӗ. Нӗркеҫ вӑтам шкулӗнчи Карина Федорова финишра иккӗмӗш кӑтартупа палӑрчӗ. Кристина Иванова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) дистанцире виҫҫӗмӗш пулчӗ. Ҫак ӳсӗмри арҫын ачасенчен малти виҫӗ вырӑна Андрей Белков, Кирилл Тарасов (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчен), Максим Тарасов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илчӗҫ.
8—9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче те тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Хӗрсенчен унта Пинеслу Семенова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ), Ангелина Морозова (Хырхӗрри тӗп шкулӗ), Аделина Архипова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ), арҫын ачасенчен Роман Кураков (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), Николай Кадыков (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ), Николай Матросов (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) пултаруллӑ пулчӗҫ.
Вӑтам шкулсенче 10—11-мӗш классенче вӗренекен хӗрсенчен Анна Тарасова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) чи лайӑх вӑхӑт кӑтартрӗ. Карина Ильинапа (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) Полина Порфенова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ. Арҫын ачасенчен пӗрремӗш вырӑна Даниил Петров (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) ҫӗнсе илчӗ. Ярослав Кокорев (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) иккӗмӗш кӑтарту турӗ. Вадим Луков (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.
18 ҫултан аслӑрах хӗрарӑмсенчен Анна Крылова чемпионка ята ҫӗнсе илчӗ. Людмила Можаевӑпа Ирина Соловьева иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. Арҫынсенчен вара дистанцие Сергей Белков чи лайӑх вӑхӑтпа чупса тухрӗ. Вячеслав Лаврушкинпа Андрей Можаев ун хыҫҫӑнхи вырӑнсене тивӗҫрӗҫ.
55—69 ҫулсенчи хӗрарӑмсем хушшинчи дистанцире Комсомольски 1-мӗш шкулӗн вӗрентекенӗсем Ольга Матвеева, Татьяна Лапшина, Елена Пушкарева малти виҫӗ вырӑна та ҫӗнсе илчӗҫ. Ҫак ӳсӗмри арҫын-спортсменсенчен Владимир Калашников дистанцие чи лайӑх вӑхӑтпа вӗҫлерӗ. Вячеслав Лаврушкин иккӗмӗш пулчӗ. Виҫҫӗмӗш вырӑнта — Сергей Комиссаров.
70 ҫултан иртнӗ йӗлтӗрҫӗсенчен Николай Ятманов палӑрчӗ. Алексей Самаркинпа Леонид Орлов иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем грамотӑсемпе медальсене тивӗҫрӗҫ. Ӑмӑртӑва йӗркелесе ирттернӗ ҫӗре чемпионкӑн тӑванӗ Никита Васильевич Крылов спонсӑрла пулӑшу панине палӑртмалла.
Петр Порядков.

