Вторник, 11 августа

Ачасем те, аслисем те ӑмӑртрӗҫ

Ачасем те, аслисем те ӑмӑртрӗҫ

Юлашки ҫулсенче пирӗн округра йӗлтӗр спорчӗ енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗн Александр Петрович Егорцовӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗркелекен ӑмӑрту йӑлана кӗрсе пырать. Кӑҫал вӑл вырсарникун, февралӗн пӗрремӗшӗнче иртрӗ. Уҫӑ ӑмӑртура республикӑри 10 муниципалитетри 60 ытла спортсмен  старта тӑчӗ.

Спортсменсене округ пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ Альберт Кузьмин, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Валерий Денисов, ӑмӑрту спонсорӗ Александр Егорцов саламларӗҫ, дистанцисенче ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Шкул ачисем хушшинче арҫын ачасенчен Максим Воробьев пӗрремӗш, Кирилл Тарасов  2-мӗш, Ярослав Кокорев виҫҫӗмӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ. Хӗрсем хушшинче Анна Тарасова ҫӗнтерчӗ. Юлианна Можаева иккӗмӗш, Аделина Архипова виҫҫӗмӗш кӑтартусемпе палӑрчӗҫ. Ку вӗренекенсем кӑҫал йӗлтӗр спорчӗпе округра иртнӗ пур ӑмӑртусенче те лайӑх кӑтартусемпе савӑнтарнине палӑртмалла.

Ҫитӗннисем хушшинче йӗлтӗрҫӗсем хӑйсен ҫулӗсене кура старта тӑчӗҫ. Пирӗн округри спортсменсенчен хӑйсен дистанцийӗсенче Вячеслав Лаврушкин, Николай Ятманов, Галина Волкова, Алексей Самаркин, Иван Симендеев пӗрремӗш, Владимир Калашниковпа Зуфар Тимаев иккӗмӗш, Людмила Можаевӑпа Александр Архипов виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене грамотӑсемпе, медальсемпе, хаклӑ парнесемпе наградӑларӗҫ.

Хӗл малалла пырать, округри йӗлтӗрҫӗсене малалла та ӑмӑртусем кӗтеҫҫӗ. Вӗсене — ӑнӑҫу, йӗлтӗр йӗрӗ яка пултӑр.

Юрий Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *