Воскресенье, 10 мая

Ӗҫсем пӗлтерӗшлӗ те кирлӗ

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев юстици енӗпе ӗҫлекен патшалӑх службин ертӳҫипе Дмитрий Сержантовпа тӗл пулса иртнӗ ҫулхи ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, малашнехи тӗллевсене палӑртнӑ. Калаҫу ҫемьесене хӳтӗлес, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас, цифровизаци  ыйтӑвӗсем тавра пынӑ.

2025 ҫулта ЗАГС органӗсен ӗҫне йӗркелеме пулӑшу шайӗ 54,2 процент ӳснӗ. Ҫемье институчӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрса ҫемье медиаторӗсен практикине ӗҫе кӗртнӗ май, юристсемпе психологсен тӑрӑшулӑхӗпе республикӑри уйрӑлма шут тытнӑ мӑшӑрсен 90 процентне ҫак утӑмран чарма май килнӗ. «Ку ӗҫе обществӑлла организацисене те хастартарах явӑҫтарма сӗнтӗм. Ҫемьесене сыхласа хӑварас тесе пӗрле тӑрӑшмалла», — палӑртнӑ Олег Алексеевич.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *