Февралӗн 8-мӗшӗнче район хаҫачӗ «Каҫал ен» тухма пуҫланӑранпа 95 ҫул ҫитет. Ҫак вӑхӑтра вӑл куллен вулакансем патне ҫитнӗ, хамӑр тӑрӑхри хыпарсемпе паллаштарса тӑнӑ. Хӑй ӗмӗрӗнче хаҫат чылай ҫын пурнӑҫӗпе ҫыхӑннӑ.
Хаклӑ вулаканӑмӑрсем, тен, сирӗн редакцире маларах ӗҫленӗ ҫынсем пирки, обществӑлла корреспондентсем ҫинчен каласа памалли, аса илмелли пур. Ҫемье архивӗнче кивӗ сӑнӳкерчӗксем упранса юлнӑ. Сирӗн аса илӗвӗрсене, шухӑшӑрсене, редакци, район ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ сӑнӳкерчӗксене хаҫатӑн юбилейне халалланӑ номерӗнче пичетлӗпӗр, редакцин электронлӑ сайчӗсене вырнаҫтарӑпӑр. Сиртен хыпарсем кӗтетпӗр!

