Понедельник, 8 июня

Пӗрлехи пуҫарусене сӳтсе явнӑ

Пӗрлехи пуҫарусене сӳтсе явнӑ

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх кашни тунтикун муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин халӑха тӗрлӗ ыйтусемпе йышӑнать. Ҫак тӗлпулусем округра пурӑнакансене пӑшӑрхантаракан ҫивӗч ыйтусене сӳтсе явма, вӗсене кӗске хушӑрах татса пама пулӑшаҫҫӗ

Иртнӗ тунтикун округ пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикинчи тутарсен наципе культура пӗрлешӗвӗн председателӗпе Агзям Шакировпа тӗл пулса калаҫнӑ. Вӗсем халӑхсем хушшинчи килӗшӗве ҫирӗплетес тӗллевлӗ проектсене сӳтсе явнӑ, округра культура еткерне упрасси питӗ пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртнӑ, пӗрлехи пуҫарусене пурнӑҫа кӗртмелли ӑнӑҫлӑ шухӑшсене уҫӑмлатнӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *