Кӑҫалхи февралӗн 5-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев пысӑк пресс-конференци ирттерет. Вӑл ирхине 11 сехетре пуҫланать. Унта калаҫу тӗрлӗ темӑсемпе пулӗ: республикӑн аталанӑвӗ, унӑн малашнехи тӗллевӗсем, Чӑваш енре пурӑнакансен пурнӑҫне лайӑхлатасси…
Тӗлпулӑва федераллӑ тата республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекен опытлӑ журналистсемпе пӗрлех студентсен тата шкулсен медиацентрӗсенчи ҫамрӑксем те хутшӑнӗҫ.
Трансляци Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн «ВКонтакте» страницинче, наци телевиденийӗпе радиовӗнче, ЮТВ телеканалпа пырӗ.

