Пирӗн округри ирӗклӗ майпа кӗрешекенсем ҫулсеренех республика, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенчен наградӑсемпе таврӑнаҫҫӗ. «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче арҫын ачасем тата ҫамрӑксем хушшинче декабрӗн 20-мӗшӗнче «Кӗрешӳ» наци спорчӗпе иртнӗ республика ӑмӑртӑвӗнче Комсомольскисем кавир ҫинче чӑннипех те ӑста пулнине, тытӑҫусенче ҫӗнтерӳшӗн ӑнтӑлнине тепӗр хут ҫирӗплетсе пачӗҫ. «Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанникӗсем 15 награда ҫӗнсе илме пултарчӗҫ.
Хӑйсен ӳсӗмӗнчи виҫе категорийӗсенче Ислам Мингалеев тата Евгений Павлов 1-мӗш, Арсений Прокопьев, Данир Галиуллин, Степан Хораськин, Александр Демьянов, Денис Яндров 2-мӗш, Трофим Таркин, Артем Маштанов, Инзиль Сахров, Вадим Никифоров, Кирилл Андреев, Владимир Ефремов, Роман Иванов, Павел Герасимов 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ. Сабир Галимзянов вара «Ҫӗнтерӳшӗн ӑнтӑлнӑшӑн» ятарлӑ приза тивӗҫрӗ.
Республикӑра «кӗрешӳ» наци кӗрешӗвне чӗртсе тӑратса малалла аталантарас енӗпе нумай тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫак енӗпе пирӗн округра иртнӗ республика шайӗнчи тупӑшӑва та чи ӑста спортсменсем пуҫтарӑнчӗҫ. Унта пирӗн ентешсем лайӑх енчен палӑрни савӑнтарать. Вӗсенчен малашне татах та ҫитӗнӳсем кӗтетпӗр.
Валерий Денисов.

