Чылайӑшӗ чӑтӑмсӑррӑн кӗтекен уяв — Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарса пыни кунран-кун ытларах та ытларах сисӗнет. Комсомольски ялӗн центрӗ каҫхи вӑхӑтра йӑлтӑр-ялтӑр ҫутӑсемпе йӑлкӑшать. Кунта ҫитес 2026 ҫул эмблемине те, капӑр чӑрӑша та тахҫанах вырнаҫтарса лартнӑ. Ҫак кунсенче вара округра Ҫӗнӗ ҫул мероприятийӗсем старт илчӗҫ.
Декабрӗн 23-мӗшӗнче округ администрацийӗ умӗнчи лапам савӑнӑҫлӑ юрӑсемпе, ҫынсен хаваслӑ куллисемпе кӗрлесе ҫеҫ тӑчӗ. Кунта Ҫӗнӗ ҫула халалланӑ мероприятисене пуҫласа илемлетнӗ автомашинӑсен конкурсӗ иртрӗ. Йӑлтӑр-ялтӑр гирляндӑсемпе хитрелетнӗ транспорт хатӗрӗсем ҫинче юмахри сӑнарсем ярӑнса иртрӗҫ. Ҫавӑн пекех Хӗл Мучисемпе Юр пикесен парачӗ те куҫ илмелле мар илӗртӳллӗ пулчӗ. Тӗрлӗ сӑнарсен тумне тӑхӑннӑ ҫынсем хӗл сиввине пӑхмасӑр ташларӗҫ, уяв юррисем шӑрантарчӗҫ, хуткупӑс калакансем те пулчӗҫ. Асанкасси территори уйрӑмӗнчен килнӗ хастарсем вара уйрӑмах пурне те савӑк кӑмӑл кӳчӗҫ.
Уяв ачасене те, ҫитӗннисене те пӗрлештерсе пысӑк Ҫӗнӗ ҫул марафонӗн пуҫламӑшӗ пулчӗ. Ҫывӑх кунсенче округра пурӑнакансене тата та нумай савӑнӑҫлӑ уяв мероприятийӗсем кӗтеҫҫӗ. Килте тунсӑхласа ан ларӑр, хутшӑнма васкӑр!
Алевтина АНТОНОВА.

