Округри спорта юратакансем Нӗркеҫри Николай Волков ятне аван пӗлеҫҫӗ. Вӑл, ачаранах сывӑ пурнӑҫ йӗркине юратса ӳснӗскер, районта иртекен футбол, ҫӑмӑл атлетика, йӗлтӗр тата ытти спорт ӑмӑртӑвӗсене хастар хутшӑннӑ, хутшӑнать те.
Пултаруллӑ спортсмен хӑй 60 ҫул тултарнӑ ятпа «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче футзал енӗпе 50 ҫултан аслӑрах футболистсем хушшинче турнир йӗркелерӗ. Унта хамӑр тӑрӑхри спортсменсемпе пӗрлех Патӑрьел, Шӑмӑршӑ, Елчӗк округӗсенчен килнӗ командӑсем те вӑй виҫрӗҫ. Аслӑрах ӳсӗмрисем хушшинче те вӑйӑсем хӗрӳ иртрӗҫ. Хӑнасем ӑстарах вылянине пула ҫитӗнӳ вӗсенче пулчӗ. Пирӗн округ команди виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ.
Николай хӑйӗн тӗслӗхӗпе спорт кирек хӑш ӳсӗмрисемшӗн те ҫывӑх тӑнине кӑтартать, унпа кирек хӑҫан та туслӑ пулма хавхалантарать. Ачасемпе ҫамрӑксен унран вӗренмелли пур.
Петр ПОРЯДКОВ.

