Ҫак кунсенче Шупашкарти патшалӑх филармонийӗнче республикӑри Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкне вӗҫленӗ ятпа савӑнӑҫлӑ мероприяти иртнӗ. Унтах республика шайӗнче йӗркеленӗ «Ҫулталӑк ҫемйи — 2025» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округра пурӑнакансем пурри савӑнтарать.
Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче тӗпленнӗ Тукаевсен ҫемйи «Чи туслӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ҫемье пуҫӗ Айрат Гумерович шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» уйрӑмӗнче ӗҫлет. Кил-ҫурт ӑшшин вучахне упракан Гульшат Гаязетдиновна «Рябинушка» ача садӗнче учитель-логопедра тӑрӑшать. Вӗсем пилӗк ачана ҫут тӗнче парнеленӗ: Руслан, Ранис, Раиль, Самира, Адель. Асли, Руслан, ҫемьеллӗ, ачаллӑ. Вӗсем ҫемйипе тӑван тӑрӑхрах тӗпленнӗ, кунтах ӗҫлеҫҫӗ. Раильпе Ранис ывӑлӗсем алла професси илнӗ, ӗҫлеҫҫӗ. Хӗрӗ Самира Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ пухать, искусство шкулӗн воспитанникӗ. Вӑл республика, округ шайӗнчи вун-вун мероприятие хутшӑнса ҫӗнтерӳпе таврӑнать. Кӗҫӗнни Адель ача садне ҫӳрет. Тукаевсем округра иртекен мероприятисене тӑтӑшах хутшӑнаҫҫӗ, ҫитӗнӳсемпе палӑраҫҫӗ. Чӑннипех те туслӑн, пӗр-пӗрне пулӑшса пурӑнаҫҫӗ. Пурте пӗрле пуҫтарӑнса уявсене паллӑ тӑваҫҫӗ, кил картишӗнчи ӗҫсене тӑваҫҫӗ. Йышлӑ ҫемьере яланах тӑнӑҫлӑх хуҫаланать. Ашшӗ-амӑшӗн телейӗ — ачисенче.
Республикӑри конкурсра палӑрнӑ ҫемье диплома тата парне-сертификата тивӗҫнӗ. Тукаевсене малашне те ҫирӗп сывлӑх, телей, килӗшӳ тата ӑнӑҫу сунатпӑр.
Наталья Калашникова.

