Вторник, 11 августа

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе

Йӑлана кӗнӗ йӗркепе

Комсомольски вӑтам шкулӗсенче йӑлана кӗнӗ йӗркепе спорт  мероприятийӗсем ирттересси тахҫанах вӑй илсе пырать.  Хӑшӗсем волейбол, теприсем футбол, ҫӑмӑл атлетика, сӗтел ҫинчи  теннис вӑййисем ирттереҫҫӗ.

Акӑ, декабрӗн 22-мӗшӗнче, Комсомольски  2-мӗш вӑтам шкулӗнче сӗтел ҫинчи теннис енӗпе икӗ вӑтам шкул пӗрле пысӑк спорт мероприятийӗирттерчӗҫ. Комсомольски 2-мӗш тата Тукай   Мишер вӑтам шкулӗсенче вӗренекенсем  хӑйсен пултарулӑхне кӑтартса пачӗҫ.

Ҫак спорт вӑййисене тивӗҫлӗрех йӗркелеме икӗ шкул учителӗсем  сахалах мар вӑй хучӗҫ. Вӗсем% Комсомольски 2-мӗш, Тукай Мишер вӑтам шкулӗсен учителӗсем Федор Гаврилов, Ирек Минсафинов. Пӗри — рисовани, черчени, труд, тепри физкультура урокӗсенче ачасене тарӑн пӗлӳ парас тесе тӑрӑшать.

Ӑмӑртусене округри кашни вӑтам шкултан икӗ арҫын ача, 2 хӗрача хутшӑнать. Урӑхла каласан, спортсменсем юлташла тӗлпулусенче вӑй виҫеҫҫӗ.

Пӗрремӗш тытӑҫу Данил Шемекеевпа  (Комсомольски) Айнур Садртдинов (Тукай Мишер) хушшинче пулчӗ. Шемекеев пултарулӑхпа палӑрчӗ — вӑйӑ вӑл ҫӗнтернипе вӗҫленчӗ.  Тепӗр тытӑҫу — Илья Самаринпа (Комсомольски) Булат Хайруллин (Тукай Мишер). Тукай Мишер каччи ҫӗнтерӗве хӑй аллинчен вӗҫертмерӗ. Ҫапла вара арҫын ачасем хушшинчи тупӑшу  1:1 шутпа, никам ҫӗнтерейменнипе вӗҫленчӗ.

Пӗрремӗш парти Полина Романовӑпа (Комсомольски) Джамиля Зарипова хушшинче пулчӗ. Полина вӑйлӑраххине  кӑтартса пачӗ. Тепринче Аэлита Митюковӑпа  (Комсомольски) Хадиче Ямалутдинова (Тукай Мишер) вӑй виҫрӗҫ. Кунта  вара Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем  Полинӑпа Аэлита  хӑйсен пултарулӑхне уҫҫӑн кӑтартса пачӗҫ, иккӗшӗ те ҫӗнтерӳпе палӑрчӗҫ. Тытӑҫу 2:0 шутпа Комсомольскисем ҫӗнтернипе вӗҫленчӗ. Арҫын ачасемпе хӗрачасем сӗтел ҫинчи тытӑҫусенче 3:1 шутпа ҫӗнтерсе парнесене ҫӗнсе илчӗҫ.

Сӗтел ҫинчи теннис вӑййисем вӗҫленсен икӗ шкул команди пӗрле пуҫтарӑнса  малашнехи  утӑмсене  палӑртрӗ, пӗрне-пӗри чысларӗ. Ф.Гавриловпа И.Минсафинов ачасен кунсеренхи ӗҫӗ-хӗлӗ пирки те чылай чарӑнса  тӑчӗҫ.

Василий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *