Декабрӗн 12-мӗшӗнче Шупашкарта «Одаренные дети —2025» XV республика форумӗн ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Ҫак форума культурӑпа искусство сферинчи чи сумлӑ пулӑм тесе калама пулать. Ӑна ҫулсерен ҫулталӑк вӗҫӗнче ирттерсе творчествӑри ҫитӗнӳсене пӗтӗмлетеҫҫӗ.
Республикӑри чи талантлӑ, ӑслӑ та пултаруллӑ ачасене сцена ҫине йыхравласа дипломсем тата кубоксем парса хавхалантарнӑ. Ҫак чыса тивӗҫнисем хушшинче Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулне ҫӳрекенсем те пулнӑ: «Островок» ташӑ ансамблӗн аслӑ ушкӑнӗ, Рания Минебаева, Давид Поляков, Илона Дмитриева тата Анастасия Макарова. Вӗсем пултарулӑхра ҫитӗнӳсем тунинче, паллах, преподавательсен: Т.Е.Иванован, Н.В.Абдюшеван, Т.В.Макарован та тӳпи пысӑк. Шӑпах вӗсем пӗлсе ертсе пырса ачасен таланчӗсене уҫма, аталантарма майсем тупаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене тата вӗсен ертӳҫисене чӗререн саламлатпӑр, малашне те пултарулӑхра ҫӗнӗ ҫитӗнӳсемпе палӑрма сунатпӑр.
Ярослав ИЛЬИН.

