Шупашкарта «Спартак» спорт шкулӗнче шахматла выляса мала тухассишӗн арҫынсем тата хӗрарӑмсем хушшинче республика чемпионачӗ иртнӗ.
Унта Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗмӗрле хулисенчи, Патӑрьел, Комсомольски, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Тӑвай округӗсенчи чи вӑйлӑ шахматистсем вӑй виҫнӗ. Пӗр эрне ытла пынӑ тупӑшура Комсомольскинче ҫуралса ӳснӗ Сергей Емельянович Спиридонов пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, ку спорт енӗпе 2025 ҫулхи чемпион пулса тӑнӑ. Вӑл ача чухнех шахматла выляса республикӑри, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусене хутшӑннӑ, пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Халӗ вӑл Шупашкар хулинче пурӑнать, пӗр спорт клубӗнче ҫамрӑк шахматистсене хатӗрлет. Сергей Емельяновича малашне те ӑнӑҫусем сунатпӑр.
Юрий ГАВРИЛОВ.

