Пятница, 14 августа

Малашне те ҫитӗнӳсем юнашар пулччӑр

Малашне те ҫитӗнӳсем юнашар пулччӑр

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче  9-мӗш класра пӗлӳ пухакан  Анастасия Макарова чӑваш чӗлхипе литературин предметне юратса вӗренет. Чӑваш халӑхӗн сӑмахлӑхне алла илнипе пӗрлех мӗн авалтан пыракан йӑли-йӗркисем пирки те ытларах пӗлме тӑрӑшать. Ку енӗпе ӑна амӑшӗ, Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн Аслӑ Чурачӑк культура ҫурчӗ ҫумӗнчи филиалӗн преподавателӗ,  «Тевет» ача-пӑча фольклор ушкӑнне ертсе пыракан Татьяна Васильевна та нумай пулӑшать. Кӑҫалхипе иккӗмӗш хут ӗнтӗ Настя Т.Ю.Ермолаева ертсе пынипе Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗ  тата Канашри  транспортпа энергетика техникумӗ пулӑшнипе чӑвашсен «Хавал» пуҫару ушкӑнӗ ирттерекен  ӑслӑлӑхпа практика конференцине хутшӑннӑ. Иртнӗ ҫул хастар хӗрача  унта 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ пулсан кӑҫал 1-мӗш вырӑнлӑ диплома ҫӗнсе илнӗ.

Халӑхра «улми йывӑҫҫинчен аякка ӳкмест» тесе каланӑ пек Настя та, амӑшӗ пекех, юрӑ-кӗвӗпе туслӑ. Пӗчӗкренпех «Тевет» фольклор ушкӑнне ҫӳрет. Кунта тӑван халӑхӑн йӑли-йӗркине вӗреннипе пӗрлех вӗсене сцена ҫине кӑлараҫҫӗ. Паянхи кун вӑл ушкӑнра чи пултаруллисенчен пӗри. «Тевет» ансамбль округра пулса иртекен пӗчӗк е пысӑк пур мероприятие те хутшӑнма тӑрӑшать. Унта ҫӳрекен ачасем чӑваш халӑх юррисене чун-чӗрене тыткӑнламалла шӑрантарма та, ташшисене  кӑтартма та пултараҫҫӗ. Республикӑри, Пӗтӗм Раҫҫейри фестивальсемпе конкурссенче пӗрре мар ҫӗнтерӳҫӗсен йышӗнче пулнӑ. Кунта, паллах, Настьӑн тӳпи те пур. Вӑл  кӑҫал Хусанта иртнӗ  Пӗтӗм Раҫҫейри «Этномириада» фестивальте 3-мӗш степеньлӗ диплома тивӗҫнӗ. А.Макарован тата ытти фестивальсенче, конкурссенче ҫӗнсе илнӗ наградӑсем  татах нумай.

Пултаруллӑ хӗр шкулти «Юные таланты» кружокӑн хастар членӗ те. Н.В.Филиппова ертсе пынипе кунта вӗсем спектакльсем хатӗрлеҫҫӗ. Кӑҫал  кружок членӗсем республикӑри шкул театрӗсен «Асам» фестивальне хутшӑннӑ. Куракансем вӗсем кӑтартнӑ спектакле юратса пӑхнӑ.

Аван паллӑсемпе ӗлкӗрсе пыракан Настя час-часах шкулта пулакан мероприятисене ертсе пыраканӗ те. Ача-пӑчан ытти творчество конкурсӗсене те вӑл юратса хутшӑнать.

Аслӑ Чурачӑкри культура ҫуртӗнче уяв кунӗсенче иртекен концертсенче вӑл шӑрантарнӑ юрӑсене куракансем алӑ ҫупса йышӑнаҫҫӗ.  Нумаях пулмасть Анастасия Макаровӑна Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусство институчӗн сцени ҫинче «Одаренные дети Чувашии — 2025» республика форумӗнче мала тухнӑшӑн  2-мӗш степеньлӗ дипломпа наградӑланӑ.

Пултаруллӑ та хастар хӗрачана малашне те сцена ҫинче ҫитӗнӳсем тума, куракансене хаваслӑ сассипе тыткӑнлама ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Юрий Гаврилов. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *