Вторник, 11 августа

Кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ

Кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ

Пирӗн округри ҫамрӑк кӗрешӳҫӗсем кӑҫал та, ытти  ҫултисенчи пекех, республика, Раҫҫей шайӗнчи ӑмӑртусенче ҫӗнтерӳпе палӑраҫҫӗ. Нумаях пулмасть «Кӗтне» спорт шкулӗн воспитанникӗсем Вӑрнар поселокӗнче «Попутчик» ООО призӗсемшӗн иртнӗ республикӑри уҫӑ турнирта кӗрешнӗ. Никита Захаров 70 килограмм таранхи, Булат Галимзянов 80 килограмм таранхи виҫе категорийӗсенче тупӑшса кӗмӗл медальсене тивӗҫнӗ. Ҫамрӑк спортсменсене тата вӗсен тренерӗсене Г.Н.Петухова, В.Х.Денисова, Е.А.Павлова саламлатпӑр, малашне те ҫӗнтерӳсем кӗтетпӗр.

Петр ПОРЯДКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *