Вторник, 11 августа

Ача садӗнче – уяв

Ача садӗнче – уяв

Округри чи аслӑ ача сачӗсенчен пӗри — Комсомольскинчи «Колосок» ача сачӗ ҫак кунсенче хӑйӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ. 40 ҫул каялла вӑл  пуҫласа хӑйӗн алӑкӗсене уҫса шӑпӑрлансене кӗтсе илнӗ. Унтанпа ӗнтӗ мӗн чухлӗ ача кунта тивӗҫлӗ воспитани илсе шкула тухса кайнӑ.

Паянхи кун ача садне 100 ытла ача ҫӳрет. Вӗсене  пуян опытлӑ воспитательсем кашни ир кӗтсе илеҫҫӗ. Пултаруллӑ коллектива 20 ҫул ытла Светлана Токмакова заведующи ертсе пырать.

Уяв ячӗпе ача сачӗн коллективне округ пуҫлӑхӗн ҫумӗн, вӗрентӳ пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх  пурнӑҫлакан Евгения Соколова, депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ Вячеслав Кополухин, вӗренӳ учрежденийӗсен профсоюз председателӗ Вероника Макарова, ашшӗ-амӑшӗсем  саламларӗҫ, парнесемпе чысларӗҫ. Пултаруллӑ, маттур ӗҫченсене: Г.Р.Медведевӑна, М.М.Абдулхаковӑна округ администрацийӗн Хисеп грамотисене,  Н.В.Жуковӑна профсоюз организацийӗн Хисеп грамотине парса   саламларӗҫ.

«Колосок» ача садне ҫӳрекенсем чӑннипех те пултаруллӑ пулнине вара тӗслӗхпе ҫирӗплетсе пачӗҫ. Юрлама та, ташлама та, сӑвӑ калама та ӑста шӑпӑрлансем. Вырӑс, чӑваш юррисем шӑранчӗҫ. Ташшисем тата епле килӗшӳллӗ.  Музыка инструменчӗсемпе выляма та ӑста ачасем.  Маттур! Ача сачӗн воспитанникӗсене пултаруллӑ  та маттур, пысӑк тавра курӑмлӑ педагогсем вӗрентни куҫ умӗнче.

Ача сачӗн кун-ҫулӗ вӑрӑм пултӑр.  Вӑл ҫулран-ҫул аталантӑр!

Алевтина Ефремова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *