Пятница, 14 августа

Ҫӗнӗ ҫула – конкурс

Ҫӗнӗ ҫула – конкурс

Ҫулталӑкри чи илемлӗ те пурте кӗтекен уяв — Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать. Организацисемпе предприятисем, уйрӑм ҫынсем ҫуртсене илемлетме тытӑнчӗҫ.

Тӗттӗмленсен ҫуртсем ҫине ҫакнӑ гирляндӑсем уйрӑмах илемлӗн курӑнаҫҫӗ, йӑлтӑр-ялтӑр ҫутисемпе чуна ӑшӑтаҫҫӗ. Уяв сӑн-сӑпатне кӗртме пулӑшакансене хавхалантарас тӗллевпе муниципаллӑ округ администрацийӗ кашни ҫулах  смотр-конкурс йӗркелет. Конкурса хутшӑнас текенсен декабрӗн 24-мӗшӗччен ятарлӑ заявка тӑратмалла, сӑн ӳкерчӗксем хатӗрлемелле.  Тӗплӗнрех округ администрацийӗн сайтӗнче вуласа пӗлме пулать. 

Жюри членӗсем ҫуртсене тата вӗсен ҫывӑхӗнчи территорисене илемлетнине хаклаҫҫӗ, творчествӑна, ҫӗнӗлле мелсене, ҫынсем хӑйсен аллисемпе ӑсталанӑ эрешсене тата ыттине те хак параҫҫӗ.

Ӗҫсене икӗ номинаципе пӗтӗмлетеҫҫӗ: предприятисемпе организацисен илемне тата ҫынсем хӑйсен кил-ҫурт таврашне хитрелетнине уйрӑммӑн хаклаҫҫӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *