Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗн «Островок» ташӑ ушкӑнӗ тата Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи 9-мӗш «к» класӑн бал ансамблӗ Халӑхсем хушшинчи «ПРИЗВАНИЕ-АРТИСТ!» фестиваль-конкурса хутшӑннӑ. Вӑл Хусанта иртнӗ.
Конкурсра пирӗн ташӑҫӑсем пултарулӑхне туллин кӑтартса парса ҫӳллӗ шайри наградӑсене тивӗҫнӗ. «Островок» ушкӑн тӗрлӗ халӑхсен ташшисемпе 1, 2 тата 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Кадетсем «Патриотла ташӑ» номинацире 2-мӗш степеньлӗ лауреат пулса тӑнӑ.
Ҫак кунсенчех асӑннӑ бал ансамблӗ тепӗр сумлӑ конкурсра та палӑрма ӗлкӗрнӗ. Шӑпах Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн кадечӗсем художество пултарулӑхӗн «Родина, честь, слава» смотр-конкурсӗнче ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑнӑ. Ҫак конкурса Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине тата Тӑван ҫӗршывӑн Геройӗсен кунне халалласа ирттернӗ. Кадетсем «Хореографи пултарулӑхӗ» номинацире ӑсталӑхне кӑтартса 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Ҫак смотр-конкурса Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче вӗренекенсем те активлӑн хутшӑннӑ. Софья Петрова, София Пурлушкина, Сабина Семенова, Виктория Токмакова (ертӳҫи Е.В.Федотов) вӑрҫӑ ҫинчен чуна пырса тивекен юрӑсем шӑрантарнӑ. Дарья Ульдина (ертӳҫи Н.И.Воробьева) хӑй ҫырнӑ «Во славу Отечества» сӑвва каласа куракансене тыткӑнланӑ. 6-мӗш «к» класра пӗлӳ илекенсем (класс ертӳҫи О.А.Ефремова) илемлӗ кадет вальсӗ ташланӑ. 7-мӗш «к» класӑн параппанҫӑсен ушкӑнӗ «Аты-баты, шли солдаты» эстрада миниатюри кӑтартса парса «Хӑйнеевӗрлӗ жанр» номинацире 1-мӗш вырӑн йышӑннӑ.
Палӑртса хӑварар, конкурса Патӑрьел, Вӑрнар, Комсомольски, Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗсенчен тата Ҫӗнӗ Шупашкар хулинчен 300 ытла ача хутшӑннӑ. Ҫакӑн пек нумай конкурсант хушшинче лайӑх кӑтартусем тума пултарни, паллах, савӑнтарать, малалла аталанма хавхалантарать.
Наталья МЕДВЕДЕВА.

