Мӗн ачаранах юрра-кӗвве юратса ӳснӗ ҫын мӗн ӗмӗрӗпех унпа туслӑ пулать. Асанкасси ялӗнче ӳссе ҫитӗннӗ Елена Авиковна Маштанован пӗтӗм пурнӑҫӗ те сценӑпа тачӑ ҫыхӑннӑ. Шкулта вӗреннӗ чухнех вӑл куракансене ҫепӗҫ юрӑсем парнеленӗ. Клуб сцени ҫине те тӑтӑшах тухнӑ.
Шкул пӗтернӗ ҫулах пултаруллӑ хӗр Асанкасси культура ҫуртӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл вӑхӑтра районӗпех палӑрса тӑнӑ «Ҫӑлкуҫ» вокалпа инструментсен ансамблӗн солистки пулса хамӑр тӑрӑхри ялсенче пурӑнакансене ҫеҫ мар, кӳршӗсене те хаваслӑ юрӑ-ҫемӗпе савӑнтарнӑ, конкурссемпе фестивальсене хутшӑнса малти вырӑнсене йышӑннӑ. Пӗлӗвне ӳстерес тӗлӗшпе Ҫӗрпӳри культура училищине куҫӑмсӑр майпа вӗренсе пӗтернӗ.
Хӗрӗх ҫул ытла пӗр улшӑнмасӑр Асанкасси культура тытӑмӗнче ӗҫлекенскер, Е.А.Маштанова И.И.Карпова культорганизаторпа пӗрле яланах ял-йышӑн пушӑ вӑхӑчӗ культурӑллӑ та интереслӗ ирттӗр тесе нумай тӑрӑшать. Концертсем йӗркеленипе пӗрлех культура ҫуртӗнче территори уйрӑмӗнчи культура ӗҫченӗсене, Асанкасси вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсемпе вӗрентекенӗсене явӑҫтарса калаҫусем, кану каҫӗсем тата ытти мероприятисем йӗркелеҫҫӗ. Культура ҫуртӗнче ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене пулӑшас тӗллевпе маскировка сеткисем ҫыхас, гуманитари пулӑшӑвӗ пуҫтарас ӗҫсене те йӗркелесе пыма тӑрӑшаҫҫӗ. Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан ентешсем яла таврӑнсан вӗсемпе тӗлпулусем йӗркелесси те йӑлана кӗнӗ. Елена Авиковна чӑваш йӑли-йӗркине ҫитӗнекен ӑру валли сыхласа хӑварас, культурӑна аталантарас енӗпе те нумай ӗҫ тӑвать. Чӑвашсемшӗн пӗлтерӗшлӗ Сурхури, Ҫӑварни, Мӑнкун, Питрав уявӗсене паллӑ тума ял ҫыннисене явӑҫтарас тесе тӑрӑшать.
Пултаруллӑ культура ӗҫченне Раҫҫей тата Чӑваш Республикин Культура министерствисен Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ. 2015 ҫулта вара ӑна «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Елена Авиковна «Кӗтне кӗввисем» фестивальте темиҫе ҫул ӗнтӗ чи пултаруллисен йышӗнче пулнӑ. Республикӑри «Чӑван Ен ритмӗсем» фестивальте 1-мӗш степеньлӗ лауреат ята та ҫӗнсе илнӗ. Елена Маштанова хӑйӗн хӑйнеевӗр уҫӑ та илемлӗ сассипе тата ытти нумай конкурссемпе фестивальсенче Хисеп грамотисемпе Дипломсене тивӗҫнӗ.
Елена Авиковнӑна мӑшӑрӗ Геннадий Васильевич пур чухне те хавхалантарса, вӑй парса пырать. Вӗсем пӗрле 3 ача пӑхса ҫитӗнтернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Ҫемьери килӗшӳлӗхпе юрату ӑна сцена ҫинче хӑйӗн пултарулӑхне туллин кӑтартма май параҫҫӗ.
Декабрь уйӑхӗнче Асанкасси культура ҫуртӗнче Елена Маштанован юбилейӗ ячӗпе пысӑк концерт пулнӑ. Унта округри художество пултарулӑх коллективӗсем, уйрӑм юрӑҫӑсем, унӑн талантне сума сӑвакансем йышлӑн пуҫтарӑннӑ. Елена Авиковнӑна саламласа тата ырлӑх-сывлӑх сунса Альбинӑпа Виктор Кокшинсем, Лариса Носова, Асанкасси вӑтам шкулӗн коллективӗ пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫепӗҫ юрӑсем шӑрантарнӑ. Паллӑ кун ячӗпе ӑна Асанкасси территори уйрӑмӗн начальникӗ Н.Н.Карпов, «Асаново» ял хуҫалӑх кооперативӗн председателӗ, округри депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ А.Н.Бахтеров тата ыттисем те салам сӑмахӗсем каланӑ, творчествӑра малашне те ҫитӗнӳсем суннӑ. Юбиляр хӑй те сцена ҫине тухса куракансене тарӑн шухӑшлӑ та янравлӑ юрӑсем янратнӑ. Юбилей каҫӗ пурин асне те юлмалла иртнӗ.
Юрий Гаврилов.

