Вторник, 11 августа

Республика шайӗнче ҫӗнтернӗ

Республика шайӗнче ҫӗнтернӗ

Комсомольскинчи ача-пӑча искусствӑсен шкулӗнче пӗлӳ илекенсем «Одаренные дети Чувашии — 2025» XV республика форумӗнче ҫӗнтернӗ.

Н.В.Абдюшева преподаватель патӗнче ӑсталӑхне туптакан ҫамрӑк ӳнерҫӗсем: Р.Минебаева, Д.Поляков, И.Дмитриева, ҫавӑн пекех «Островок» ташӑ ушкӑнӗ (ертӳҫи Т.Е.Иванова) I степеньлӗ лауреатсем пулса тӑнӑ. А.Макарова (ертӳҫи Т.В. Макарова, концертмейстерӗ С.А.Просвирнов) II степеньлӗ лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ҫавӑн пекех Л.Хайбуллинана (ертӳҫи М.Н.Николаева) форумӑн Дипломӗпе чысланӑ. Э.Айнетдинован, И.Минуллован, З.Мирзетзянован, Р.Тагирован (ертӳҫи Р.М.Минуллова), В.Нестерован, Ю.Сапожникован (ертӳҫи Т.Н. Сапожникова) пултарулӑхне те палӑртса хӑварнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене декабрӗн 12-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх культурӑпа искусствӑсен институтӗнче иртекен чыслав мероприятине йыхравланӑ. Талантлӑ ачасене тата вӗсен вӗрентекенӗсене малашне те ҫӗнӗ ҫӗнтерӳсем туса пыма сунатпӑр.

Ярослав ИЛЬИН.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *