Асанкассисем хӑйсен мухтавлӑ ентешне Совет Союзӗн Геройне Ф.Н.Чернова манмаҫҫӗ. Ҫакна ун ячӗпе йӗркелекен йӑлана кӗнӗ ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен уҫӑ турнирӗ те туллин ҫирӗплетет.
Кӑҫалхи тупӑшӑва Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен, Чӑваш Енри Ҫӗнтерӳпе патриотлӑх ҫулталӑкӗсене халалланӑ. Вӑл декабрӗн 6-мӗшӗнче пулчӗ. Пӗрремӗш хут ку тупӑшу 1982 ҫулхи ноябрь уйӑхӗнче иртнӗ. Акӑ мӗн ҫырать ун пирки «Октябрь ялавӗ» хаҫат: «Асанкассинче Совет Союзӗн Геройӗ Ф.Н.Чернов ячӗпе хисепленекен приза ҫӗнсе илес енӗпе районта пуҫласа ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ пулса иртрӗ. Ӑмӑртӑва 70 ҫамрӑк спортсмен хутшӑнчӗ. Кӗрешӳ пуҫланиччен вӗсем Ф.Н.Чернов палӑкӗ умне чечек ҫыххисем хучӗҫ» (Ноябрӗн 13-мӗшӗ). Унта пӗрремӗш вырӑна Асанкасси вӑтам шкулӗн команди ҫӗнсе илнӗ. Комсомольски тата Урмаел вӑтам шкулӗсен командисем призерсем пулса тӑнӑ. «Ӑмӑртӑва йӗркеленӗ ҫӗре Асанкассинчи вӑтам шкулти физрук Г.Петухов, «Восток» колхозри комсомол организацийӗн секретарӗ В.Салаев активлӑн хутшӑнчӗҫ. Ф.Гимадиевпа Н.Краснов судьясем хӑйсен тивӗҫӗсене чыслӑн пурнӑҫларӗҫ», — палӑртать малалла заметка авторӗ райӗҫтӑвкомӑн физкультурӑпа спорт комитечӗн председателӗ В.Кисапов.
Кӑҫалхи ӑмӑртӑва хамӑр тӑрӑхри кӗрешӳҫӗсемпе пӗрлех республикӑри округсенчен, кӳршӗри Ульяновск облаҫӗнчен килнӗ спортсменсем те хутшӑнчӗҫ. Хӑнасем хушшинче ҫӗршыв шайӗнчи ӑмӑртусенче палӑрнисем те пулни турнир сумне татах та ҫӗклерӗ. Вӗсемпе кӗрешсе вӑй-хала тӗрӗслесе пӑхнипе пӗрлех ҫамрӑксене пӗр-пӗрин ӑсталӑхне курма та май пачӗ.
Ӑмӑртӑва килнисене округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Валерий Антонов, ирӗклӗ майпа кӗрешес енӗпе СССР спорт мастерӗ, ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ, тӗнче категориллӗ судья Юрий Алексеев, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ тренерӗ Вячеслав Тражуков тата ыттисем те саламларӗҫ, пурне те кавирсем ҫинче ӑнӑҫу сунчӗҫ.
Кӗрешӳҫӗсем 26, 28, 31, 34, 38, 41, 46, 50, 51, 58, 63, 68 виҫе категорийӗсенче тупӑшрӗҫ. Кашниех тытӑҫусенче ӑсталӑх кӑтартса ҫӗнтерӳ тума тӑрӑшрӗ. Пирӗн округри спортсменсем те япӑх мар кӗрешрӗҫ, ҫӗнтерӳҫӗсем йышӗнче вара ытларах хӑнасем пулчӗҫ. Хамӑр тӑрӑхри кӗрешӳҫӗсенчен Роман Чернов (Комсомольски) 31 килограмм таранхи виҫере 2-мӗш, Евгений Андреев (Асанкасси) 63 килограмм таранхи виҫере 3-мӗш, Андрей Дяткинпа (Комсомольски) Андрей Калашников (Асанкасси) 68 килограмм таранхи виҫере 3-мӗш вырӑнсем йышӑнчӗҫ.
Ҫӗнтерӳҫӗсем наградӑсене тивӗҫрӗҫ. Чи пӗлтерӗшли —хӑйсене ҫирӗплетни, вӑй-халпа ӑсталӑха ӳстерсе пынипе пӗрлех вӑрҫӑ паттӑрӗсене асра тытни, сума суса вӗсен умӗнче пуҫ тайни те.
Валерий Денисов,
Юрий Гаврилов.

