«Хӑйӗн историне пӗлмен халӑхӑн пуласлӑхӗ ҫук»
(Михаил Ломоносов).
Чӑваш халӑхӗн историйӗ питӗ пуян, мӗншӗн тесен чӑвашсем — авалтан пыракан халӑх. Пирӗн округри чӑваш ялӗсем те пуян историйӗпе мухтанма пултараҫҫӗ. Акӑ, Йӑлмахва ялӗн историне тишкерер-ха.
2008 ҫулта Чӑваш халӑх писателӗ Юхма Мишши «Чӑваш ячӗсем» ятлӑ кӗнеке кӑларнӑ. Ҫак кӗнекере 73-мӗш страницӑра Йӑлмахва ятлӑ ҫын ячӗ те пур. Апла пулсан ӗлӗк-авал пирӗн яла Йӑлмахва ятлӑ чӑваш арҫынӗ йӗркелесе яма пултарнӑ. Ҫавӑн пекех кӗнекере 34-мӗш страницӑра Ахпӳрт ята та илсе кӑтартнӑ. Пирӗн ял ҫывӑхӗнче «Ахпӳрт лупашки» текен вырӑн пур. Ҫак вырӑн шӑпах ку ятпа ҫыхӑннӑ пулӗ. Йӑлмахва ялӗн ҫумӗнче «Шапа вар пуҫӗ» текен вырӑна та пӗлетпӗр, ҫак кӗнекере вара 216-мӗш страницӑра Шапалар ятлӑ арҫын ятне тупма пулать. Тен, ҫак ятсем те пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ.
1646—1652 ҫулсен мишавай кӗнекинче пӗрремӗш хут Йӑлмахва ялне асӑннӑ. Степан Тутаев яла йӗркелесе янӑ тесе ҫырса хунӑ. Документсем ҫапла ҫирӗплетеҫҫӗ пулсан та тӗпчевҫӗсем ял ҫак вӑхӑтран маларах та ҫӗр пичӗ ҫинче пулни ҫинчен калаҫҫӗ.
Ял историне тӗпчесси — питӗ интереслӗ ӗҫ. Ӑна пулас ӑрусем валли упраса хӑварасси пысӑк пӗлтерӗшлӗ. 2022 ҫулта «Мухтанатӑп санпа, тӑван ялӑм» кӗнеке кун ҫути курчӗ. Ӑна пичетлесе кӑларма эпӗ тата «Каҫал ен» хаҫат ӗҫченӗ Наталья Калашникова 11 ҫул хушши материалсем пуҫтартӑмӑр. Кӗнекере ял пурнӑҫӗн пӗтӗм тапхӑрне уҫӑмлатма, паллӑ ҫынсем ҫинчен ҫырса хӑварма тӑрӑшрӑмӑр. Йӑлмахва ялӗн йӑх-тӗпӗ ҫинчен те витӗмлӗн ҫырса хӑвартӑмӑр. Тӗрлӗ ҫӗрти архив материалӗсемпе усӑ куртӑмӑр, ҫав шутра Мускаври, Шупашкарти, Комсомольски ялӗнчи тата Йӑлмахвари Кайнлӑк ял советӗнчи архивсенче информаци тупма май килчӗ. Ҫапла 1719 ҫулта Хусан кӗпӗрнинчи Сӗве уесӗнчи Утинский вулӑсне кӗрекен Починка-Быбыть ялӗнче пурӑнакансем ҫинчен те ҫырса хӑварни пур. Списока чи пӗрремӗш кӗнӗ ҫын — Тойтубай Иреев, 44 ҫулта. Ялта паллӑ ҫынсем — мурзасем те пулнӑ% Шаймурза, Яшмурза, Илмурза.
Йӑлмахва ялӗнче истори пӗлтерӗшӗллӗ паллӑ вырӑнсем сахал мар. Сӑмахран, ял ҫывӑхӗнче «Улӑп тӑпри» текен вырӑн пур. Авалхи ҫак тӗмеске паянхи кунччен сыхланса юлман. Вӑл пулнӑ вырӑна Чӑваш Республикин археологи картти ҫинче ҫеҫ палӑртса хӑварнӑ. «Улӑп тӑпри» 2 метр ҫӳллӗш, 12 метр сарлакӑш пулнӑ. Ялти ватӑсем ун ҫывӑхӗнче 4 пӗчӗк тӗмеске пулнине те астӑваҫҫӗ. Ҫак вырӑнсене паллӑ ҫынсене пытарнӑ пулнӑ. Вӗсем ял пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшнӑ, нумай вӑй хунӑ. Йӑлмахва ялӗнчи «Улӑп тӑприне» никӗслекенсене хальхи ӑрун асра тытмалла. Ҫавӑнпа та ҫак вырӑна паллӑ тума, ун ҫинчен ачасене каласа пама унта эпир юман йывӑҫҫисем лартса хӑвартӑмӑр.
Ялти хастарсем ял историне малалла тӗпчеҫҫӗ, паллӑ вырӑнсене палӑртса хӑвараҫҫӗ. Сӑмахран, 2024 ҫулта эпӗ тата Алексей Дмитриев ӗлӗк кӗҫӗн классенчи ачасене вӗрентнӗ шкул пулнӑ вырӑна асӑну палли лартма шут тытрӑмӑр. Ку шкул ҫӗр пичӗ ҫинчен тахҫанах ҫухалнӑ. Ялти ӳркенмен ҫынсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ, хӗрӳ ӗҫ пуҫланчӗ. Сергей Ефремов «хурҫӑ утпа» шкул пулнӑ вырӑна ҫумкурӑкран тасатрӗ. Анатолий Дмитриев, Герман Смирнов, Иван Алякин, Геннадий Яковлев тата эпӗ ҫак вырӑна йӗркене кӗртсе асӑну палӑкне кирпӗчрен купаласа хутӑмӑр. Ку палӑкпа ҫеҫ ҫырлахмарӑмӑр. Шкул пулнӑ вырӑнта «Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен паркне» уҫма шут тытрӑмӑр. Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Альберт Кузьмин хирӗҫ пулмарӗ. Парк тума малтан 40 ҫула яхӑн ӳс-нӗ вӗренесене касма, кӑклама тиврӗ. Владимир Смирнов, Анатолий Дмитриев тата эпӗ икӗ уйӑх ҫак ӗҫре вӑй хутӑмӑр. Пулас парк вырӑнне йывӑҫсенчен, тӗрлӗ ҫӳп-ҫапран тасатса пӗтерсен карта тытма ял халӑхӗ, ҫавӑн пекех Комсомольскинче пурӑнакан ентешсем те пулӑшрӗҫ.
Халӗ Йӑлмахвари ял паркӗнче 4 палӑк илемлӗн аякран курӑнса ларать, ялавсем вӗлкӗшеҫҫӗ. Йӑлмахва ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Николай Иванович Смирнов, ГСВГ ветеранӗсен Комсомольски округӗнчи уйрӑмӗн председателӗ, Германи ҫӗрӗнче службӑра тӑнӑ ентешсене асӑнса паркра палӑк лартас ӗҫе йӗркелесе ячӗ, укҫа-тенкӗпе те, материалсем илме те нумай пулӑшрӗ. Пограничниксен палӑкне лартас енӗпе ытларах Алексей тата Анатолий Дмитриевсем вӑхӑтне шеллемесӗр ӗҫлерӗҫ. Палӑксем ҫине гранит плитасем вырнаҫтарас, кафель плиткисене ҫыпӑҫтарас ӗҫре Геннадий Анатольевич Яковлев тӑрӑшрӗ. 2024 ҫулхи сентябрӗн 1-мӗшӗнче парка савӑнӑҫлӑ мероприяти йӗркелесе уҫрӑмӑр, Шупашкартан та, хамӑр округран та унта хӑнасем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.
Ҫак ҫитӗнӳсемпе ҫеҫ чарӑнса тӑмастпӑр. Кӑҫал Сӑр тӑрӑхӗнче 1941—1942 ҫулсенче оборона заказне пурнӑҫланӑ ентешсене асӑнса палӑк лартрӑмӑр. Ун ҫинче ӗҫ паттӑрлӑхӗ кӑтартнӑ ҫамрӑк хӗрсен ячӗсене ылтӑн саспаллисемпе ҫырса хӑвартӑмӑр. 18 ӗмӗрте Н.Иванов тата И.Васильев ял ҫывӑхӗнче ҫил арманӗ туса лартнӑ пулнӑ. Вӑл ял халӑхне ҫӑкӑр пӗҫерме ҫӑнӑхпа тивӗҫтернӗ. 1960 ҫулсенче ҫеҫ яла электричество кӗртнӗрен унпа усӑ курма пӑрахнӑ. Пирӗн ялти тепӗр паллӑ вырӑн — кирпӗч завочӗ пулнӑ лаптӑк. 1960 ҫулсенче Турхан ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Мелентий Поликарпович Максимов тӑрӑшнипе Йӑлмахва ялӗнче кирпӗч завочӗ хута кайнӑ. Завода ӗҫлеме кӳршӗ ялсенчен — Кайнлӑкран, Кивӗ Сӗнтӗртен те ҫӳренӗ. Паянхи кун вӑл вырӑнта ахаль хир ҫеҫ. Ҫил арманӗ пулнӑ ҫӗре те, кирпӗч завочӗн вырӑнне те эпир асӑну палӑкӗсем вырнаҫтартӑмӑр. Вӗсем ял историйӗнчи пӗлтерӗшлӗ самантсене халӑх асӗнче упрама пулӑшӗҫ. Ҫавӑн пекех кӑҫал 1951 ҫулта ялти клубӑн, вулавӑшӑн, фельдшер пункчӗн тата колхоз правленийӗн ҫурчӗ пулнӑ вырӑна та асӑну палли лартса хӑвартӑмӑр. Тунӑ ӗҫсем курӑмлӑ пулин те килес ҫул та эпир пӗр вырӑнта ларасшӑн мар, ҫӑлкуҫ таврашӗсене тирпей-илем кӳме планлатпӑр. Ҫак ӗҫсем, паллах, укҫа-тенкӗсӗр пурнӑҫланаймаҫҫӗ. Вӗсене тума спонсорла пулӑшу панӑ ҫынсене уйрӑммӑн палӑртса хӑварас килет. Вӗсем: Николай Смирнов (Комсомольски), Галина Иванова (Зайцева) (Братск хули), Олег Миронов, Нина Богатырева (Волкова) (Комсомольски), Надежда Дмитриева (Шупашкар), Анатолий Дмитриев, Людмила Зайцева.
Пирӗн округри кашни ялтах истори енчен пӗлтерӗшлӗ вырӑнсем пур. Йӑлмахвасенчен тӗслӗх илсе вӗсене йӗркене кӗртсен, асӑну паллисем вырнаҫтарса лартсан ҫакӑ ҫитӗнекен ӑрӑва аваллӑхпа ҫывӑхрах паллашма, хӑйсем пурӑнакан вырӑнӑн историне лайӑхрах пӗлме пулӑшӗ, тӗпчесе ҫӗннине пӗлме хавхалантарӗ.
Павел Зайцев,
Чӑваш Республикин хисеплӗ таврапӗлӳҫи.

