Иртнӗ шӑматкун Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче шкул ачисем хушшинче «Комплекс» строительство фирмин (ертӳҫи В.Гордеев) парнисене ҫӗнсе илессишӗн волейбол ӑмӑртӑвӗ иртнӗ.
Тупӑшура хӗрсен командисем мала тухассишӗн вӑй виҫнӗ. Вӑйӑсенче Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗн командине ҫитекенни пулман. Вӗсем — пӗрремӗш. Асанкасси вӑтам шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑна тухнӑ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн хӗрӗсем 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.
Ӑмӑрту питӗ интереслӗ те хӗрӳ иртнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Хисеп грамотисемпе медальсем парса хавхалантарнӑ.
Петр ПОРЯДКОВ.

