Ноябрӗн 28—29-мӗшӗсенче Шупашкар хулинчи ҫӑмӑл атлетсен манежӗнче Совет Союзӗн геройӗ Н.М.Дудецкий ячӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Асӑннӑ ӑмӑртӑва Чӑваш, Тутарстан, Мари Эл республикисен, Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсен спортсменӗсем килсе ҫитрӗҫ. Хӗрӳ тупӑшӑва «Кӗтне» ФСК-ра ӑсталӑхне туптакан ҫӑмӑл атлетсем те хутшӑнчӗҫ.
Кирилл Кузьмин 2000 метра чупса пӗрремӗш вырӑна, 800 метра парӑнтарса виҫҫӗмӗш вырӑна тивӗҫрӗ. Александр Алексеев 2000 метра тата 800 метра хӑвӑрт чупса тухса 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗ. 3000 метрлӑ дистанцире Карина Ильина 3-мӗш вырӑнпа палӑрчӗ. Спортсменсене тата тренерсене саламлатпӑр.
Ирина Ильина.

