(Вĕçĕ).
Кукамăшĕ пăшăрханса: «Хĕрĕм, какайне çиеймесен те шỹрпине те пулсан сып-ха, сып. Тен, вăй кĕрĕ…» — тесе вăрçнăнах ỹкĕтлерĕ пулин те, икĕ-виçĕ кашăк кăна сыпрĕ тутлă яшкана амăшĕ.
Кулянтарасшăн пулман çав ĕнтĕ пĕчĕк ачана. «Юрик, ывăлăм, уçă сывлăша тух, юлташусемпе выля, шыва кĕме кайăр, килте ан лар. Эпĕ выртса илем-ха, вăй çукрах…» — тесе урама кăларасшăнччĕ амăшĕ. Пĕчĕкскер, ача ăс-пуçĕпе ăнланман çав ун чухне чи çывăх çынсем те кайма пултарасса. Кукамăшĕ куçĕсене вăрттăн шăлнине пĕрре мар асăрханă та, инкек хăйсен килне паян-ыран килесси пуçра та пулман. Амăшĕ вара нумаях та пурăнаймарĕ. Пĕр ир куçне уçсанах кукамăшĕ сĕтел хушшинче хытса кайнăн ларнине асăрхарĕ Юрик. Куçĕсенчен куççуль шăпăртатса юхать. Çакăн пек сасăсăр хỹхлеве курма пушшех те хăрушă иккен. Амăшĕ хусканусăр выртакан кравать патнелле утма тытăннăччĕ кăна, кукамăшĕ чупса пырса Юрик çулне пỹлчĕ, ачана ыталаса илчĕ. «Ан хăра, эс пĕччен мар, сан эпĕ — кукаму пур, пĕрлех пурăнăпăр. Никама та памастăп сана…» — куççуль витĕр пăшăлтатрĕ вăл.
— Эсир мĕн, халĕ те хуп турттаратăр-им? — шавлăн килсе кĕчĕ тантăшĕ — эпир санпа — патшалăх çыннисем. Çывăрса вăхăта пустуй ирттермелле мар пирĕн. Сан депутат пулăшăвĕ кирлĕ. Ахальтен-и-мĕн «халăх тарçисем» теççĕ сире, депутатсене. Кала-ха, Краснов юлташ, мĕнле çав Патшалăх Думи таран çĕкленме пултартăн эсĕ, пирĕн Юрик? — çаплах шăл йĕрчĕ-ха Мăкăля.
Мĕнле? Тăлăх чунне кĕнеке вуласа лăплантаратчĕ Юрик. Ача чăннипех те литература тĕнчипе кăсăкланнине кура хĕрарăм-библиотекарь ăна валли тĕрлĕ жанрлă хайлавсем суйласа паратчĕ. Калавсем, юптарусем… Каярах повеçсемпе романсене те тиркемерĕ. Аслă классенче детективсемпе приключениллĕ, историллĕ произведенисене уйрăмах кăмăллама пуçларĕ. Уроксем хыççăн ыттисем пек мечĕк хăвалама мар, библиотекăна васкатчĕ Юрик. Хăйне уйăрса панă лăпкă кĕтесе вырнаçатчĕ те кĕнекери геройсен пурнăçне кĕрсе ỹкетчĕ. Е тата интернат çумĕнчи улмуççи садне тухса ыттисенчен пытанатчĕ те каллех кĕнекесенчи историсен асамлăхне йĕрлеме пуçлатчĕ. Тата тепĕр вăрттăнлăх пулнă ачан. Никама та каламан вăл çакăн çинчен. Тỹпери кăвак пĕлĕтсем çине тăранайми-чарăнайми тинкерме пултаратчĕ Юрик. Пĕлĕтсен хăйсен пурнăçĕ пек туйăнатчĕ. Чĕнмесĕр-шавламасăр унта, çỹлте, урăхла пурăннă пек туйăнатчĕç пĕлĕтсем. Мĕн-ши çакă, ачапчаланни-ши? Тепĕр тесен халĕ те, утмăлалла пырать пулин те, каçсерен хăй пурăнакан вунтăхăр хутлă çуртăн тăххăрмĕш хутĕнче вырнаçнă хваттер балконĕнчен вăрахчен сăнать вăл ачалăхне аса илтерекен кăвак тỹпене, çăлтăрсене… Миçе хутчен, Мускаври çурчĕн балконĕ çинче тăнă чухне, чăваш çĕрĕнчи яла, çарран чупса çỹренĕ çеремлĕ урама, çак пỹртри йывăç пĕренесене, кукамăшĕн кăмака яшкисене, амăшĕн çемçе те ачаш аллисене аса илмен-ши Юрий Васильевич халăх депутачĕ? «Сана та, Мăкăля, сана та манман эпĕ, карта урлă чалт та чалт сикнине питĕ лайăх астăватăп…» — сасăпах каласа ячĕ хайхискер.
— Интернатра пилĕк çул пултăм. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне пирĕн пеккисене Мускаври техучилищĕне вĕренме яма май пур терĕç. Каярах тин пĕлтĕм, хайхи хĕрарăм-библиотекарь интернат директорĕ патне çитнĕ, ман çинчен каласа панă. Виçĕ ачаран пĕри эпĕ пултăм. Çапла лекрĕм тĕп хулана. Кунта та общежитиччĕ пулин те, ирĕклĕччĕ эпир. Хупса лартмастчĕç тăватă стенара, музейсене, выставкăсене илсе çỹретчĕç. Библиотекăсем те чылай пуянччĕ. Ĕненмелле мар та, çав çỹл тỹперен аттепе анне, кукамай сăнаса-пулăшсах тăраççĕ тейĕн — кунта та ырă çынсем асăрханă мана. Пĕр преподаватель килне хăнана илсе кайрĕ. Мăшăрĕпе иккĕшех пурăнаççĕ иккен. Ывăлĕ пек йышăнчĕç. Каярах тин вĕсем иккĕшĕ те еврей çыннисем пулнине ăнлантăм. Тĕрĕссипе, вĕсем хăш наци çынни пулни мар, вĕсенчи çынлăх, ырăлăхпа ăшăлăх илĕртрĕç пулас мана, интернатра ỹснĕ ял ачине. Ача çурчĕн, интернатсен пурнăçне никама та сунмăттăм. Вырăс е чăваш, лайăх е япăх, чухăн е пуян, хулара пурăнаççĕ е пирĕнни пек пысăках мар ялта, çуралнă килте, тăвансемпе, атте-аннепе юнашар пурăннине мĕн çиттĕр?!! Халĕ çак енĕпе ĕçлекен комитетра эпĕ. Ачан кăмăлĕ çук пулсан, ăна никам та, нимĕнле патшалăх та, социаллă пайра ĕçлекенсем те интернатсене вăйпа тытса яма пултараймаççĕ… Чăннипех те мана, тăлăх чăваш чĕппине, сахал мар пулăшрĕ, ăс-тăна вĕрентрĕ, тĕнчепе паллаштарчĕ çав еврей çемйи. Питĕ ăслă, анлă тавра курăмлă, мал шухăшлăскерсем. Ăçта илсе çитеретчĕ-ши мана пурнăç сукмакĕ ку таранччен — калама йывăр. Шел, чылай çул иртрĕ, вĕсем те çамрăк мар ĕнтĕ текех. Вĕсем сĕннипех, акă, Сергей Петровичпа çуллахи каникул пулнипе усă курса ятарласа тăван кĕтесе çитсе килес, кайнисене пуç таяс, сана, Мăкăля, курса ыталас терĕмĕр… Çулсем иртнĕçемĕн эпир япăхрах, анчах ытларах курма тытăнатпăр. Çамрăкрах чухне вара куç умĕнчи япалана курма пĕлместпĕр. Пурнăç пире тĕрлĕрен паллăсем парать, асăрхаттарать, вĕрентет… Эпир вара — суккăр… Тăлăхсем çинчен каласа парас-и сана? Мана, юрĕ, çемьерен — кукамайран — вăйпах уйăрнă тейĕпĕр. Ыттисем вара? Хăр-тăлăхсем сахалччĕ унта, интернатра, çукпа пĕрехчĕ. Ĕçекен ашшĕ-амăшĕнчен туртса илнисем, укçа-тенкĕ çитменнипе пырса янисем… Пĕрисен ачине тата тỹлевлĕ операци тумалла пулнă, чĕрипе аптранă иккен. Укçа çук. Мĕн тумалла? Ашшĕ-амăшĕ хайхи чирлĕскере интерната леçнĕ — унта тăлăх тесе патшалăх шучĕпе операци тунă лешне чăннипех те. Çапла вăл паян пурнăç тени. Шел те, интернатсенче ачасене ирĕклĕ пурнăçа кирлĕ пек хатĕрлесе çитереймеççĕ çав. Юрĕ, 18 çулта тăлăхсене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтермелле тейĕпĕр. Тивĕçтереççĕ те. Анчах вĕсем çав çула çитсе те ĕç укçи мĕнле пуçтарăннине, налук, коммуналлă тỹлевсем мĕнне пĕлмеççĕ. Çемье тесен… Интернат ачисенчен чылайăшĕ каярах та йăва çавăраймасть, çемье пĕлтерĕшĕпе хакне ăнланса илеймест. Эпĕ те çавсен шутĕнче пулас… Интернат алăкĕсенчен тухаççĕ те пач урăх тĕнчене лекеççĕ-çке-ха вĕсем. Унта вара, Николай Петрович, тантăшăм, хăв та ăнланма кирлĕ, укçа хуçаланать.
Мускавра тымар ярса пурăнать пулин те, чăвашлăх туртăмĕ çирĕп упранать Юрий Васильевичра. Пине яхăн километра хыçа хăварса тăван килне таврăннă вăл.
Йăмраллă тăван ялăн пыллă та уçă сывлăшĕ чуна канăçлăх кỹрет. Тăван ялта эсĕ тăлăх мар текех, Юрий. Пĕччен мар. Аçу-аннỹ, йăх-несĕлỹ кĕтет сана кунта…
Лидия Филиппова.

