Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ, хальхи вӑхӑтра Мускаври тӗнче цивилизацийӗсен университетӗнче пӗлӳ илекен Никита Яковлев халӑхсем хушшинчи сумлӑ ӑмӑртура ҫӗнтернӗ.
Ноябрӗн 22—23-мӗшӗсенче Мускавра пауэрлифтинг енӗпе «World Cup Moscow» Тӗнче Кубокӗн пӗр тапхӑрӗ иртнӗ. Унта Раҫҫейрен, Беларуҫрен, Чехинчен, Казахстанран, Монголинчен тата Киргизинчен чи вӑйлӑ спортсменсем тупӑшнӑ.
82,5 килограмм таранчченхи виҫере Никита троеборьере питӗ чаплӑ кӑтарту тунӑ, пурӗ пӗрле 485 килограмм ҫӗкленӗ. Ҫакӑншӑн вӑл ылтӑн медале, Тӗнче Кубокӗн ҫӗнтерӳҫи ята тивӗҫнӗ, ҫавӑн пекех экипировкӑсӑр дивизионра пауэрлифтинг енӗпе спорт мастерӗн кандидачӗн нормативне тултарнӑ.
Тӗрлӗ ҫӗршывсем хушшинчи ӑмӑртура ҫакӑн пек пысӑк ҫитӗнӳ тума пултарнӑ ятпа Никита Яковлева ӑшшӑн саламлатпӑр. Тунӑ ҫитӗнӳсем ҫинче чарӑнса тӑмасӑр спортра ҫӗнӗ ҫӳллӗшсене парӑнтарса пыма сунатпӑр.

