Пятница, 14 августа

Проектра ҫӗнтернӗ

Проектра ҫӗнтернӗ

Декабрӗн 2-мӗшӗнче республикӑра регион шайӗнчи сумлӑ «Премия Первых» проекта пӗтӗмлетнӗ. Унта регионти чи активлӑ, пултаруллӑ, ҫирӗп тӗллевлӗ ҫамрӑксене пуҫтарнӑ.

Савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура хӑйсен ӗҫӗсемпе, ҫӗнӗлле шухӑшӗсемпе, тапса тӑракан вӑй-халӗпе Чӑваш Енри ҫамрӑксен политикин аталанӑвне пысӑк тӳпе хывакан лидерсене наградӑланӑ. Вӗсем хушшинче пирӗн округ хастарӗсем те пур.

Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекен «Пӗрремӗшсен» юхӑмӗн активистки Дарья Ульдина «Созидатель года/Прорыв года» номинацире мала тухнӑ. Ҫак шкултах тӑрӑшакан директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникне Петр Родионова «Наставник года» номинацире чысланӑ. Хастарсене ҫитӗнӳ тунӑ ятпа саламлатпӑр, малашне те активлӑ та пултаруллӑ пулма сунатпӑр.

Алевтина МАРИЯН.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *