(Малалли).
Вӑрҫӑн асаплӑ ҫулӗсем
«Колхозниксем валли те услови туса панӑ. 3 хутчен пӗрлешӳллӗ апат ҫиеҫҫӗ, ясли уҫнӑ. Нормӑпа 250 кӗлте вырмалла пулсан А.Петухова 420 кӗлте, И.Исаева 415 кӗлте, А.Волкова 375 кӗлте тата ыттисем те нормӑна ытлашшипех тултарса выраҫҫӗ», «Ленинское знамя» колхозра вӑкӑра кӳлме вӗрентрӗҫ. Халӗ вӑкӑрпа кӗлтесене турттараҫҫӗ», «Район центрӗнчи служащисем августӑн 2-мӗшӗнче «Большевик» колхозра тырӑ вырнӑ ҫӗрте воскресник туса ирттерчӗҫ. Воскресникре ӗҫлесе илнӗ тырӑпа укҫана оборона фондне хываҫҫӗ», «Хирти Выҫлинчи Сталин ячӗпе тӑракан колхозра ҫил арманӗ вӑйӗпе молотилкӑна ӗҫлеттерсе авӑн ҫапас ӗҫре усӑ курма тытӑнчӗҫ. 2 лашаллӑ молотилкӑпа ӗҫлесе кӑна кашни кун 39—40 центнер тырӑ ҫапаҫҫӗ», «Искра 2» колхозра кӗрхи ҫӗртме тӑвас плана пӗтӗмӗшпех пурнӑҫлаҫҫӗ. Ку ӗҫре М.Шефрудинов ырми-канми ӗҫлерӗ. Вӑл пӗччен 33 гектар ҫӗртме сухи турӗ».
Аслисемпе пӗрлех шкул ачисем те Ҫӗнтерӗве ҫывхартас енӗпе нумай тӑрӑшнӑ. Вӗсем уроксем хыҫҫӑн уй-хирте ӗҫленӗ, авӑн ҫапма хутшӑннӑ. Хӗл кунӗсенче кӗл, кайӑк-кӗшӗк тислӗкӗ пуҫтарнӑ… Пӗр сӑмахпа каласан колхозниксене пур ӗҫре те пулӑшма тӑрӑшнӑ. ВЛКСМ райкомӗн секретарӗ Е.Голланцева «Вунӑкунлӑха хутшӑнар» статйинче сентябрӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа пучахсене пухса кӗртес енӗпе вунӑкунлӑх ирттернине пӗлтерет. «Асанкассинчи тулли мар вӑтам шкулта вӗренекенсем сентябрӗн 2-мӗшӗнче пухнӑ пучахсенчен кӑна 200 килограмм тырӑ тухнӑ. «Светлая жизнь» колхозра вӗренекенсен вӑйӗпех 89 гектар ҫинчи пучахсене пуҫтарса пӗтернӗ. «Культура» колхозра та вӗренекенсем тӑккаланчӑксене пухса ҫапса 900 килограмм тырӑ ампара хывнӑ. Ҫавнашкалах «Дубрава», «Игенче», Хунав», «Коммунар» колхозсенче комсомолецсемпе пионерсем пучахсене пуҫтарса кӗртессипе аван ӗҫлеҫҫӗ», — палӑртать вӑл.
1942 ҫулхи мартӑн 24-мӗшӗнче СССР Верховнӑй Совет Президиумӗ пирӗн ентеше, Тукай Мишер ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Г.Г.Габайдуллин сержанта Ленин орденӗпе тата «Ылтӑн Ҫӑлтӑр» медалӗпе наградӑласа Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Сентябрӗн 26-мӗшӗнчи номерӗнче ун ҫинчен пысӑк статья пичетленӗ. Унтах вӑл кӗске вӑхӑтлӑх отпуска килсен районти партипе совет активӗпе, тӑван ялӗнчи ҫынсемпе тӗл пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.
Ҫак ҫулхи хаҫатӑн номерӗсенче Кашкӑр Микули, Виктор Тугай, Н.Михайлов, Г.Воробьев, И.Митясь хӑйсен сӑввисене пичетленӗ. Вӗсенче авторсем колхозниксен хастар ӗҫне, фашизма курайманлӑха палӑртаҫҫӗ, ҫӗнтерӳ пуласса шаннине пӗлтереҫҫӗ. Акӑ, Кашкӑр Микулин пӗр сӑвви:
Ҫӗленсене вилӗм
Ҫӗлен-калта фашистсем
Хӗрлӗ Ҫара ҫӗнеймӗҫ,
Килсе лекрӗҫ ак вӗсем
Чӗрӗ пуҫпа каяймӗҫ.
Ҫынҫиенӗн — Гитлерӑн
«Пуҫ ӗҫленӗ», — мӗскӗнӗн,
Килчӗ кунта ултавлӑн,
Хӑй пӗтессе сиснӗ-мӗн.
Юншӑн — юн! Вилӗмшӗн — вилӗм!
Чӗнӳ пирӗн ҫакӑн пек.
Пырса ҫапӗ хӗрлӗ ҫиҫӗм,
Гитлер шӑрши юлмӗ тек.
Вӑл вӑхӑтрах совет халӑхӗ Ҫӗнтерӳ пуласса шанни палӑрать. 1943—1945 ҫулсенчи хаҫат номерӗсенче те районти колхозсенчи пурнӑҫа сӑнласах пынӑ, ҫынсем Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн ырми-канми тӑрӑшнине палӑртнӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсем те ҫӑмӑлах пулман. Юхӑннӑ хуҫалӑхсене ура ҫине тӑратмалла пулнӑ.
Пысӑк хастарлӑхпа ура ҫине тӑнӑ
Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ хыҫҫӑн фронтовиксем ялсене таврӑнма пуҫланӑ. Вӗсене тылра ырми-канми ӗҫленӗ, терт-нуша нумай тӳснӗ ял-йыш кӗтсе илнӗ. Салтак шинельне хывнӑ хыҫҫӑнах ӗнерхи салтаксем мирлӗ ӗҫе кӳлӗннӗ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче юхӑннӑ предприятисемпе колхозсене ура ҫине тӑратмалла пулнӑ.1950 ҫулсен тӗлне ялсенче вӑрҫӑ умӗнхи ҫулсенче ҫуралнисем те ӳссе тӗрекленнӗ. Вӗсене фронтран аманса таврӑннӑ пулсан та аптраса ӳкмен арҫынсем пулӑшса пынӑ. Пурте пӗрле кар тӑрса колхозсене аталантарас тесе нумай тӑрӑшнӑ. «Октябрь ялавӗ» хаҫат яланхиллех вӗсен ӗҫне хӑйӗн страницисенче ҫутатса тӑнӑ. Колхозсенчи, ял совечӗсенчи ӗҫ-хӗл ҫинчен каласа панӑ.
Юрий Гаврилов.

