Вторник, 11 августа

Волейболла вылянӑ

Волейболла вылянӑ

«Слава картофелю» агрофирма округӑн культурӑпа спорт пурнӑҫӗнчен нихӑҫан та айккинче тӑмасть. «Слава картофелю» агрофирма призӗсене ҫӗнсе илессишӗн волейбол енӗпе ирттерекен турнир йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.  

Декабрӗн 2-мӗшӗнче «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче иртнӗ черетлӗ тупӑшӑва 2010 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ачасен 12 команди хутшӑнчӗ. Вӑйӑсем кашниех ҫивӗч те хӗрӳ иртрӗҫ. Кашни командӑра вылякансем пысӑк ӑсталӑхпа пултарулӑх кӑтартма тӑрӑшрӗҫ. Хӗрӳ тупӑшусенче Асанкасси вӑтам шкулӗн спортсменӗсем ӑстарах пулни палӑрчӗ. Вӗсем финалта Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн командине ҫӗнтерсе тӗп приза ҫӗнсе илчӗҫ. Хырай ,нел вӑтам шкулӗн команди виҫҫӗмӗш пулчӗ.

Евгений Тихонов. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *