Воскресенье, 19 июля

Ачан пуплевне аталантармалла

Ачан пуплевне аталантармалла

Шкул ҫулне ҫитсе пынӑ май, ача садӗнче ачан пуплевӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑратпӑр. Чӗлхе аталанӑвӗ мӗнле шайрине епле тӗрӗслеме пулать-ха; Чи малтанах ачана ӳкерчӗксем тӑрӑх калав тума сӗнетпӗр. Ҫавна май 2—4 ӳкерчӗке илсе хутӑштармалла, ӳкерчӗксене йӗркипе хурса тухса мӗн хыҫҫӑн мӗн пулнине каласа пама ыйтатпӑр. Енчен те ачан чӗлхе аталанӑвӗ чылай кая юлса пырать пулсан, вӑл хӑшпӗр япаласене ҫеҫ асӑнать, предложенисем тӑваймасть.

Чӗлхе кӑлтӑкӗсем тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри — сасӑсем тӗрӗс мар тухни. Чылай сасӑ йӑнӑш тухсан  ача мӗн каланине ӑнланма та йывӑр. Ытларах чухне пӗчӗккисен р, л, шӑхӑракан сасӑсем (з-с-ц), чӑшлатакан сасӑсем (ш-ж-ч-щ) йӑнӑш тухаҫҫӗ. Тӗрӗс мар тухакан сасӑсене шкула кайиччен тӳрлетме тӑрӑшатпӑр, мӗншӗн тесен сасӑсем йӑнӑш калани вӗренӳ ҫине тӳрремӗнех витӗм кӳрет. 

Пуплевпе ҫыхӑннӑ  тепӗр кӑлтӑк — пуплевӗн  ритмӗпе хӑвӑртлӑхӗ пӑсӑлни. Кун пек чухне ача питӗ хӑвӑрт калаҫса сыпӑксене ҫӑтать е, пачах тепӗр майлӑ, питӗ майӗпен, сыпӑксене тӑсса, сӑмахсем хушшинче чарӑнусем туса калаҫать. Ачана сасӑсене уйӑрма, вӗсене сӑмахсенче тупма вӗрентетпӗр. Ҫакӑ вӗренӳре питӗ кирлӗ пулать. Ҫавӑнпа та ачасемпе сасӑсем тупмалла вылятпӑр. Малтан тӗрлӗ япаласем ӳкернӗ карточкӑсем хатӗрлетпӗр. Унтан ачана ҫак карточкӑсем хушшинче вӑл е ку сасӑллӑ япаласем ӳкернисене пӗр ҫӗре хума сӗнетпӗр. Ҫакӑн пек кӑлтӑксем пур чухне логопед ачасене пулӑшу кӳрет. Унсӑр пуҫне килте те ачана сасӑсене тӗрӗс калаттарма тӑрӑшмалла. Йывӑр сасӑсемлӗ сӑмахсене нумай хутчен калама ыйтатпӑр, кашни ҫитӗнӳшӗн ачана мухтатпӑр, чӑтӑмлӑ пулма сӗнетпӗр. Ача лайӑх калаҫма вӗренсен, кашни сасса тӗрӗс каласан ӑна шкулта вӗренме те ҫӑмӑлрах пулӗ, ҫакӑ пире те чун-чӗререн савӑнтарать.

Тамара ШЕВЕРОВА,

«Рябинушка» ача сачӗн  воспитателӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *