Вторник, 11 августа

Ӑмӑртура мала тухнӑ

Ӑмӑртура мала тухнӑ

Канмалли кунсенче Ульяновск облаҫӗнчи Нагаткино салинче регионсем хушшинчи ирӗклӗ майпа кӗрешекенсен ӑмӑртӑвӗ иртнӗ. Унта «Кӗтне» ФСК кӗрешӳҫисем хутшӑннӑ, тӗрлӗ виҫере ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ. 

Роман Тихонов, Роман Чернов хӑйсен виҫисенче пӗрремӗш вырӑна алӑран вӗҫертмен.  Александр Волков ӑмӑртура 2-мӗш вырӑна тата «За волю к победе» номинацире ятарлӑ парнене тивӗҫнӗ.   Расул Мингалиев ӑмӑртура 2-мӗш вырӑнпа палӑрнӑ. Савва Галкин, Данияр Галиуллин, Амир Зайнуллин 3-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ. Кунта, паллах, тренерсен тӑрӑшулӑхне те палӑртса хӑвармалла. В.Х.Денисов, Е.А.Павлов, И.Р.Минсафинов ачасемпе куллен тренировкӑсем ирттереҫҫӗ, ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлма пулӑшаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *