Пирӗн ҫӗршывра паллӑ тӑвакан нумай уяв хушшинче Анне кунӗ уйрӑм вырӑн йышӑнать. Ҫак кун эпир пире кун ҫути парнеленӗ, лӑпкаса ӳстернӗ, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ аннесене чӗререн тав тӑватпӑр. Ачаллах анне ӑшшисӗр юлакансене вара пурнӑҫра питӗ йывӑр килет. Вӗсене валли хӑйсен чӗрисенче юратупа ҫепӗҫлӗх тупма, ҫемье ӑшши парнелеме пултаракан хӗрарӑмсем умӗнче пуҫ таяс килет.
Ноябрӗн 27-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра шӑпах ашшӗ-амӑшӗсӗр юлнӑ ачасене хӑйсен хӳттине илнӗ хӗрарӑмсене уява пуҫтарчӗҫ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова, администрацин вӗренӳ пайӗн опекӑпа попечительлӗх секторӗн заведующийӗ Татьяна Галзанова пысӑк чӗреллӗ аннесене ҫывхарса килекен уявпа саламласа ҫемьере килӗшӳ, тӑнӑҫлӑх, ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.
Уява килнӗ аннесем — Надежда Евграфова, Татьяна Малышева тата Сирине Гайнуллина — тутлӑ апат-ҫимӗҫ пӗҫерес ӗҫри хӑйсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарчӗҫ. Вӗсем ҫемьесенче ӑруран ӑрӑва куҫса пыраҫҫӗ. Ҫавӑн пекех аннесем тӗрлӗ конкурссене хутшӑнса пултарулӑхне кӑтартса пачӗҫ.
«Каҫал» халӑх ансамблӗ, «Радуга» тата «Рябинушка» ача сачӗсене ҫӳрекенсем юрри-ташшипе савӑнтарчӗҫ.
Наталья КАЛАШНИКОВА.

