Вторник, 11 августа

Юрла-юрла кӗпе ҫӗлет, кӑмӑлпа тӗрӗ тӗрлет

Юрла-юрла кӗпе ҫӗлет, кӑмӑлпа тӗрӗ тӗрлет

Хӗрарӑм пурнӑҫра мӗн тери маттур та  пултаруллӑ, хастар та ӗҫчен пулнине каласа та, ҫырса та пӗтереймӗн. Вӑл ачашлӑх кӳрекен, ачана ҫут тӗнче парнелекен, ҫемье ӑшшине упракан, йывӑрлӑхран сыхлакан пирӗшти. Ун ячӗпе вун-вун юрӑ юрлаҫҫӗ, сӑвӑсем шӑрҫалаҫҫӗ. Чи хаклӑ ҫын ҫак пурнӑҫра — АННЕ.  Ҫакӑ тӑватӑ сас паллире мӗн чухлӗ ҫепӗҫлӗх, пуянлӑх пытаннӑ. 

Пысӑк чун-чӗреллӗ, маттур, ӗҫчен, ҫепӗҫ кӑмӑллӑ аннесенчен пӗри вӑл — Раиса Васильевна Осипова.  Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗнче пурӑнаканскерпе ӑнсӑртран, районти «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗнче йӗркеленӗ выставкӑра паллашма тӳр килчӗ. Чӑваш тӗррин  тата Амӑшӗн кунӗ тӗлне йӗркеленӗ «Йӗппе илеме ӳкеретӗп» куравра шӑпах Раиса Васильевнан илемлӗ тӗррисемпе, чӑваш  кӗписемпе, саппунӗсемпе паллашма май килчӗ. Мӗн чухлӗ ӑшӑлӑх, асамлӑх упранать ҫак тӗрӗсенче. Тӗлӗнмелле ҫыпӑҫуллӑ пулса тухнӑ вӗсем.  Тӗрлӗ тӗслӗ ҫиппе тӗрленӗ  ӳкерчӗксем, алшӑллисем, минтер пичӗсем, алӑк каррисем — куҫ илмелле мар хитре.

Раиса Васильевна мӗн ачаранах тӗрлеме кӑмӑллать. Ҫак ӑсталӑха ӑна мӗн пӗчӗкренех амӑшӗ, Анна Алексеевна Мясникова хӑнӑхтарнӑ. Ҫӗлеме вара асламӑшӗ вӗрентсе ӳстернӗ. Сӑмах май каласа хӑварсассӑн, Раиса Васильевна ҫулӗсене кура мар ӑста ҫӗвӗҫ. Маттур хӗрарӑм чылай ҫул район центрӗнчи КБО-ра ҫӗвӗҫре ӗҫленӗ. Халӗ вара  маҫтӑр  ялти тата  таврари ялсенче  пурӑнакансене, кӳршӗ округ ҫыннисене чӑваш кӗпипе саппунӗсене ҫӗлесе парать.  Паянхи кунччен мӗн чухлӗ кӗпе ҫӗленӗ-ши тесе ыйтсан, тӳрех  хурав та параймарӗ.

— Питӗ нумай. Шутламан. Пӗчӗк хӗрсем валли те, аслӑрах ҫулхисем валли те сахал мар ҫӗленӗ, арҫын кӗписем те хатӗрленӗ, — терӗ ӑстаҫӑ.

Маттур хӗрарӑм тӗрленипе пӗрлех ачисемпе мӑнукӗсем валли те вӑхӑт тупать. Вӑл — пилӗк ача амӑшӗ. Осиповсем тӑватӑ хӗрпе ывӑла: Аньӑна, Алинӑна,  Алексея,  Аринӑна, Настьӑна  кун ҫути парнеленӗ. Унсӑр пуҫне тата икӗ хӗре — Юлианнӑпа Янӑна — хӑйсен хӳттине илсе тивӗҫлӗ воспитани парса ӳстернӗ. Усрава илнӗ чухне  хӗр пӗрчисем пӗри виҫӗ ҫулта,  тепри 7 уйӑхра ҫеҫ пулнӑ. Унтанпа вӑхӑт чылай иртнӗ ӗнтӗ. Хӗрсем ҫемье ҫунатти айӗнчен  вӗҫсе тухнӑ, Канаш хулинче вӗренеҫҫӗ.  Аслӑ ачисем вара пурте ҫемьеленнӗ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупнӑ. Халӗ Осиповсем ачисемпе тата мӑнукӗсемпе савӑнаҫҫӗ. Куллен вӗсем тӑван киле килсе ҫӳрени,  пӗрле ӗҫлени, уявсене пӗрле ирттерни, пӳрт ача-пӑча сассипе тулни — акӑ вӑл хӗрарӑм телейӗ.

Раиса Осипова:

«Ҫӗлеме, тӗрлеме ҫав тери кӑмӑллатӑп. Ӗҫ тунӑ чухне чунпа канатӑп, канӑҫлӑх тупатӑп. Тӗрленӗ май кӗлӗсем вулатӑп, хампа хам йӑпанса хавхаланса ларатӑп. Ҫакӑ маншӑн — чи хаклӑ кану».

Алевтина ЕФРЕМОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *