Округра пурӑнакан аслӑ ӳсӗмри ҫынсем тивӗҫлӗ канура пулсан та ларса кӑна тӑмаҫҫӗ. Вӗсем тӗрлӗрен мероприятисене хаваспах хутшӑнаҫҫӗ, юрӑ-ташӑра та, спортра та, волонтерлӑх ӗҫӗнче те маттур. Ҫак кунсенче Комсомольскинчи «Кӗмӗл ӳсӗм» центрта иртнӗ шашка турнирӗ ҫак вӑййа кӑмӑллакан нумай ҫынна пуҫтарнӑ.
Чи интересли — вӑйӑсем тивӗҫлӗ канурисем хушшинче ҫеҫ иртмен, аслисем ачасемпе вӑй виҫнӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн «Орлята России» юхӑмӗнчи маттурсем директорӑн воспитани енӗпе ӗҫлекен советникӗ Петр Родионов ертсе пынипе пенсионерсем патне хӑнана килнӗ, шашка вӑййи выляса вӑхӑта хаваслӑ ирттернӗ. Пуян опытлӑ аслӑ ҫулти шашистсем ачасене вӑйӑ вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллаштарнӑ, стратегилле шухӑшлама та вӗрентнӗ. «Кӗмӗл ӳсӗм» центрӑн хастарӗсем те, шкул ачисем те тӗлпулупа питӗ кӑмӑллӑ юлнӑ. Мероприяти шашка вӑййинче ӳсӗм пӗлтерӗшлӗ маррине кӑтартса панӑ. Ҫак вӑййа аслисем те, пӗчӗккисем те киленсех выляҫҫӗ. Тӗрлӗ ӑру ҫыннисем пӗрле выляни, пӗр-пӗрин опычӗпе пуянланни, ватӑсем ачасен хаваслӑ куллисемпе киленни, ачасем вӗсем вӗрентсе каланине ӑша хывни вара тӗлпулӑва ӑшӑлӑх, ҫывӑхлӑх туйӑмӗ парнеленӗ.

