Вторник, 11 августа

«Чӑваш шӑпчӑкӗ» — Маюк аппа

«Чӑваш шӑпчӑкӗ» — Маюк аппа

Ноябрӗн 23-мӗшӗнче чӑваш халӑх юррисене шӑрантарса палӑрнӑ ентеш, Мария Ефремовна Абрамова, ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитрӗ. Республикӑра пурӑнакансем ӑна «Маюк аппа» ятпа лайӑх пӗлнӗ, унӑн юррисене радиопа итлесе киленнӗ. Ҫӗр-ҫӗр юрӑ пӗлнӗ «чӑваш шӑпчӑкӗ», йӑла-йӗрке, вӑйӑ-улах, ӗҫкӗ-ҫикӗ, ӗҫ юррисене, пӗр сӑмахпа каласан, анатри чӑвашсен фольклорне халӑх хушшинче сарнӑ. Кам-ха вӑл — Маюк аппа;  Ҫывӑхрах паллашар-ха унпа.  

Мария Ефремовна Абрамова Тури Тимӗрчкасси ялӗнче нумай ачаллӑ ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Анат Тимӗрчкассинчи пуҫламӑш шкула пӗтернӗ. Кил-йышӗ пысӑк пулнӑ вӗсен. Амӑшӗн малтанхи упӑшкинчен ывӑл, ашшӗн 2 хӗр пулнӑ. Ҫемье ҫавӑрсан вӗсен тата пӗрлехи пилӗк ача ҫуралнӑ. Маюк ҫак пӗрле ҫуралнӑ ачасенчен иккӗмӗшӗ пулнӑ. «Каҫал ен» хаҫатӑн 2023 ҫулхи сентябрӗн 22-мӗшӗнчи номерӗнче ЧР хисеплӗ таврапӗлӳҫи Павел Зайцев унӑн аппӑшӗ Клавдия Смирнова ҫинчен материал ҫырса кӑларнӑ. Унта унӑн ачалӑхне сӑнласа ҫемье мӗнле пурӑнни ҫинчен акӑ мӗн ҫырса пӗлтернӗ% «,ҫчен мӑшӑр аванах ал-ура ҫавӑрнӑ, ачисене ҫителӗклӗ пурнӑҫпа ӳстерес тесе тӑрӑшнӑ. Анчах кӗтмен ҫӗртен ҫак ҫемьене инкек килсе ҫапнӑ. Тар юхтарса пуҫтарнӑ пурлӑха 30-мӗш ҫулсенче, колхозсем тунӑ вӑхӑтра, пӗтӗмпех туртса илнӗ. Ҫӗпӗре тытса ярасран ашшӗн пытанса пурӑнма тивнӗ. Мунчара тӑрса юлнӑ ҫемьен хура-шурне, асап-нушине нумай курма пӳрнӗ. Ҫапах амӑшӗ ҫити-ҫитми пурнӑҫа сыпӑнтарса, шӑлне ҫыртса пурнӑҫ лавне малалла туртнӑ, ура ҫине тӑма пултарнӑ. Паллах, аслӑрах ачисем нумай пулӑшнӑ: кунне-ҫӗрне пӗлмесӗр уй-хирте ӗҫленӗ, вӑрман тасатнӑ ҫӗре хутшӑннӑ, кӗҫӗннисене пӑхнӑ». Маюкӑн ачаранах пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлама тивнӗ, ҫамрӑклах ӗҫпе пиҫӗхме лекнӗ. 

Петр Андреевӑн 1978 ҫулта кун ҫути курнӑ «Юррӑмсем — ҫунатӑмсем» кӗнекинче те Маюк аппа ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Унта унӑн ҫамрӑклӑхне сӑнлакан ҫакӑн пек йӗркесем пур: «Шурӑмпуҫпе пӗрлех тӑнӑ та алла ҫурла тытса каҫалӑк умне тӑнӑ. «Сывлӑмпа йӗп-йӗпе пулаттӑмӑр. Ҫынсем ҫитетчӗҫ те: «Ҫакӑн чухлӗ епле вырма ӗлкӗртӗр, хӑҫан ҫывӑратӑр-ши?» —тетчӗҫ», — аса илет Маюк аппа хӑйӗн ачалӑхне».

Маюк аппа питӗ юрлама тата ташлама юратнӑ. Улахсенче, вӑйӑсенче унӑн сасси хаваслӑн янӑранӑ. Вӑл яланах юрӑ пуҫласа яраканни пулнӑ.    

Телейлӗ ҫамрӑклӑха хаяр вӑрҫӑ килсе хупланӑ. Арҫынсем алла пӑшал тытса тӑшмана хирӗҫ кӗрешме фронта тухса кайнӑ. Ку синкерлӗ ҫулсенче ялта юлнӑ ватӑсене те, хӗрупраҫа та ҫӑмӑл пулман. Маюк аппа чӑваш хӗрӗсемпе пӗрле Калинин облаҫне торф кӑларма кайнӑ. Тӑватӑ ҫул пилӗк таран шыв-шурта ӗҫленӗ. Йывӑр вӑхӑтра та пуҫа усса ларман. Ӗҫ хыҫҫӑн тумтирне типӗтсе тӑхӑннӑ та чунне ҫӑмӑллатма юрӑ пуҫланӑ:

«Ҫӑмха ывӑтрӑм ҫӳлелле,

Куҫ курмарӗ аннине.

Мур пӗтертӗр Гитлерне _

Макӑртрӗ ҫамрӑксене.

Вырӑсла хапха йывӑр ҫав

Эпир уҫса хупнӑ чух.

Ҫак самана йывӑр ҫав

Эпир ӳссе ҫитнӗ чух.

Пӑла хӗрне пир сартӑм,

Шуралӗ-ха майӗпе.

Гитлер вӑрҫи чарӑнсан,

Курӑпӑр-ха ырлӑхне».

Пурӑнан пурнӑҫ пӑрӑнӑҫсӑр пулмасть. Вӑрҫӑ чарӑнсан та Маюк аппан ҫул ҫӳресси вӗҫленмен% таҫта та ҫитсе курнӑ, темӗнле ӗҫ те тытса тунӑ. Мускавра кирпӗч ҫапнӑ, ҫурт-йӗр купаланӑ, сӗм вӑрманта сухӑр юхтарнӑ, Воронеж тата Ставрополь облаҫӗсенче дояркӑра ӗҫленӗ, Ҫӗпӗрте утӑ ҫулнӑ… Кирек ӑҫта ҫитсен те Маюк аппа чӑваш юррине чӗринче упранӑ. Воронеж, Мускав, Иваново таврашӗнче те, Омск, Волгоград, Иркутск, Красноярск таранах янӑранӑ ун уҫӑ сасси. Петр Андреевӑн ҫӳлерех асӑннӑ кӗнекинче ҫапла ҫырни пур: «Пӗррехинче, Ставрополь крайӗнче чухне, вӑл грек ачисене чӑвашла юрлама вӗрентет. Унта вӑл колхозра дояркӑра ӗҫленӗ. Общежитире грек ачисем пурӑннӑ. Вӗсем Маюка чӑвашла вӗрентме, юрӑ юрласа пама хистенӗ. Чӑтса тӑрайман хӗр, Павлик ятлине юрӑ сӑмахӗсене ҫырса панӑ, лешӗ вара чиперех чӑвашла юрлама вӗреннӗ:

Хура карттус — карттус мар-им?

Хура ҫӳҫ курӑнса, ай, ҫӳресрен

Тӑхӑнса тухма юрамасть-им?

Хура старик — старик мар-им?

Ларкӑч пушӑ, ай, ҫӳресрен

Лартса тухма юрамасть-им?

Пурҫӑн тутӑр — тутӑр мар-им?

Сар ҫӳҫ курӑнса, ай, ҫӳресрен

Ҫыхса яма юрамасть-им?

Сарӑ карчӑк — карчӑк мар-им?

Тӑрантас пушӑ, ай, ҫӳресрен

Лартса тухма юрамасть-им?»

Маюк аппа Чӑваш Ене таврӑнсан Чӑвашрадиора «Тӑван сӑмах, тӑван юрӑсем» кӑларӑмра хӑйӗн юррисене пӗрре мар шӑрантарнӑ. Талантлӑ юрӑҫа халӑх питӗ кӑмӑлланӑ, унӑн сассине татах та татах итлес текенсем ҫырусем ҫырнӑ. Петр Андреевӑн кӗнекинче ҫакӑн пек ҫырӑва илсе кӑтартнӑ: «Маюк тантӑшӑм, — ҫырать К.М.Николаева Патӑрьел районӗнчи Пӑлапуҫ Нурӑсран, — эсӗ радиопа юрланӑ чухне эпӗ те юрлатӑп, калаҫнӑ чухне хама санпа пӗрле пекех туятӑп. Мӗншӗн тесен эсӗ курнӑ кунсене эпӗ йӑлтах куртӑм, эс ӗҫленӗ ӗҫсене эп те тытса турӑм.

Хӑнана килсе кур-ха ман пата, ҫыру ҫитсен, килмех шухӑшла». Маюк аппа юрланисене Ленинград хулинчи «Мелодия» фирма кӑларнӑ «Чӑваш фольклорӗ» грампластинка ҫине те ҫырса хӑварнӑ.

Питӗ нумай юрӑ пӗлнӗ Маюк аппа, ятарласа вӗренмен пулсан та чӑн-чӑн артист пек вӗсене шӑрантарнӑ, халӑхра пултарулӑхӗпе палӑрнӑ. Унӑн юррисем халӑх асӗнче упраннӑ, вӗсене ӑруран ӑрӑва парса пынӑ. Вӑл ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑранпа нумай ҫул иртнӗ пулсан та Маюк аппан хӑш-пӗр юррисене халӗ те ҫынсем шӑрантараҫҫӗ. Нумаях пулмасть Комсомольски архивне унӑн аппӑшӗн хӗрӗ Алевтина Дмитриева кӗрсе тухрӗ. Вӑл тӑванне питӗ ӑшшӑн аса илсе ун ҫинчен каласа пачӗ, чи паллӑ юррисене шӑрантарчӗ. Авалхи юрӑсем халӗ те чуна пырса тивмелле илтӗнеҫҫӗ, ҫын пурнӑҫран кайсан та унӑн ырӑ ӗҫӗсем халӑх асӗнче юлнине аса илтереҫҫӗ.

Валентина ШИНГАЛОВА.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *