Ноябрӗн 26-мӗшӗнче Комсомольскинчи этнобиблиотекӑра Анне кунне тата Чӑваш тӗррин кунне халалласа савӑнӑҫлӑ уяв ирттернӗ. Унта ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен мӑшӑрӗсем, амӑшӗсем тата ҫывӑх тӑванӗсем хутшӑннӑ.
Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин тата Хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова пурне те уявсем ячӗпе ӑшшӑн саламланӑ, мероприятие хутшӑнма вӑхӑт тупса килнишӗн тав тунӑ.
«Рябинушка» ача садӗнчи ҫамрӑк артистсем хӑйсен пултарулӑхӗпе пурне те хавас кӑмӑл парнеленӗ. Округри «Ҫӗр тата ҫынсем» халӑх музейӗн заведующийӗ Алена Полякова брошка хатӗрлес енӗпе ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Вӑл хӗрарӑмсене чӑваш тӗррин тӗнчипе ҫывӑхрах паллашма, пултарулӑхра ҫӗнӗ утӑмсем тума пулӑшнӑ.
Ҫак мероприяти кашнинех ӑшӑлӑх, тимлӗх парнеленӗ, чӑваш халӑхӗн еткерӗ мӗн тери пуяннине туйма пулӑшнӑ.
Наталья МЕДВЕДЕВА.

