Вторник, 11 августа

Тӗлпулура – паллӑ ҫыравҫӑ, ӑсчах

Тӗлпулура – паллӑ ҫыравҫӑ, ӑсчах

Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра ҫак кунсенче чӑваш халӑх писателӗпе Юхма Мишшипе тӗлпулу иртрӗ. Унта округри шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем тата библиотекарьсем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ.

Юхма Мишши — Чӑваш Республикин паллӑ ҫынни. Унӑн пултарулӑхӗнче эпир чӑваш халӑхне, унӑн йӑли-йӗркисене, историне хисепленине, сума сунине куратпӑр. Унӑн хайлавӗсем тӗрлӗ документсене, историре пулнӑ самантсене тӗпе хурса ҫырнипе, сӑнарлӑ чӗлхепе палӑрса тӑраҫҫӗ. Михаил Николаевич 500 ытла хайлав ҫырнӑ, вӗсене тӗнчери 114 чӗлхене куҫарнӑ! Вӗсенчен хӑшне-пӗрне Азири, Европӑри тата Африкӑри вуншар ҫӗршывӑн вӗренӳ кӗнекисене те кӗртнӗ. Юхма Мишши историлле романсемпе повеҫсем, калавсем, очерксем, драмӑлла тата сӑвӑлла кӗнекесем, авалхи тата вӑтам ӗмӗрсенчи историе, пӑлхарсемпе чӑвашсен фольклорне тата мифологине тӗпчекен ӗҫсем ҫырнӑ. Вӑл ҫавӑн пекех ӑсчах, педагог, ҫутта кӑларакан, куҫаруҫӑ, паллӑ обществӑлла деятель, халӑхсен посолӗ те.  

Пуҫтарӑннисем ҫыравҫӑ чӑваш халӑхӗн нумай ӗмӗре тӑсӑлакан историйӗ ҫинчен каласа панине питӗ тимлӗн итлерӗҫ, кайран вара ыйтусем парса унӑн творчествипе ҫыхӑннӑ самантсене уҫӑмлатрӗҫ. Кӗнеке ҫырнӑ чухне мӗнле ҫӑлкуҫсемпе усӑ курни, хайлавсене ҫырма мӗн чухлӗ вӑхӑт кирли, чӑваш халӑхӗн историйӗ ҫинчен малашне мӗнле кӗнекесем ҫырма планлани тата ытти ыйтусем те янӑрарӗҫ. Ҫыравҫӑ кашнин ҫинех туллин хурав пачӗ, малашнехи планӗсемпе те паллаштарчӗ.

Мероприятие пуҫтарӑннисем Юхма Мишши мӗн тери талантлӑ, тарӑн ӑслӑ, тӗрлӗ енлӗ аталаннӑ, ҫулне кура мар хастар, пултарулӑх анинче пысӑк утӑмсем тӑвакан ҫын пулнине тепӗр хут курса ӗненчӗҫ, ҫыравҫӑна вӑхӑт тупса пирӗн округа килнӗшӗн, питӗ интереслӗ тӗлпулу йӗркеленӗшӗн тав турӗҫ, творчествӑра ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Инна ЯДРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *