Вторник, 11 августа

Стартра — ҫамрӑк ишевҫӗсем

Стартра — ҫамрӑк ишевҫӗсем

Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче час-часах тӗрлӗ енпе ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Вӗсене опытлӑ спортсменсем ҫеҫ мар, вӑл е ку спорт тӗсӗнче пӗрремӗш утӑм тӑвакансем те хутшӑнаҫҫӗ. Ноябрӗн 22-мӗшӗнче ФСК бассейнӗнче округри шкул ачисем хушшинче шывра ишес енӗпе ӑмӑрту иртрӗ. Вӑл ачасемшӗн хӑйсен вӑйне тӗрӗслесе пӑхма, пултарулӑхне кӑтартма, опыт пуҫтарма лайӑх май пулчӗ.

Ӑмӑртӑва хутшӑнас текенсем питӗ йышлӑн пулчӗҫ, ҫавна май шкул ачисем ӳсӗмне кура ушкӑнсене пайланса тупӑшрӗҫ. Чи кӗҫӗннисем хушшинче хӗрачасенчен Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи Екатерина Лисина ҫӗнтерӳҫӗ пулса тӑчӗ. Иккӗмӗш вырӑнта — Урмаел вӑтам шкулӗнчи Карина Тулликова. Арҫын ачасем хушшинче Урмаел вӑтам шкулӗнчи Салих Сахров 1-мӗш вырӑн йышӑнчӗ. Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи Максим Маштановпа Рамзан Мавлютов иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

2014—2015 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче Дарина Боровкова (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) тата Андрей Иванов (Шурут вӑтам шкулӗ) ылтӑн медале тивӗҫрӗҫ. Элина Камальтдинова (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) тата Ресил Камальтдинов (Урмаел вӑтам шкулӗ) — 2-мӗш, Изабелла Суюкова (Асанкасси вӑтам шкулӗ) тата Йосыф Габитов (Урмаел вӑтам шкулӗ) 3-мӗш пулчӗҫ.

2012—2013 ҫулсенче ҫуралнӑ шкул ачисем хушшинче Екатерина Смирновӑна (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) тата Раиль Айзетова (Урмаел вӑтам шкулӗ) ҫитекен пулмарӗ. Хӗрачасенчен Софья Гавриловӑпа (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) Лейсан Зайнуллина (Тукай Мишер вӑтам шкулӗ), арҫын ачасенчен Кирилл Орловпа (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) Павел Смирнов (Хирти Явӑш вӑтам шкулӗ) 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайларӗҫ.

2010—2011 ҫулсенче ҫуралнисем хушшинче Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнчи Вероника Комиссарова тата Чӗчкен тӗп шкулӗнчи Камиль Идиатуллин пьедесталӑн пӗрремӗш картлашки ҫине хӑпарчӗҫ. Иккӗмӗш вырӑнта — Мария Косовӑпа Владислав Иванов (иккӗшӗ те Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ), 3-мӗш вырӑнта — Ксения Кузьминапа (Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗ) Артур Руссаков (Хырай Ӗнел вӑтам шкулӗ). 

Тепӗр ушкӑнра Милена Лукиянова (Ҫӗнӗ Мӑрат вӑтам шкулӗ) тата Кирилл Кузьмин (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) ҫӗнтерчӗҫ. Анита Жукова (Шурут вӑтам шкулӗ) тата Ярослав Кокорев (Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗ) — кӗмӗл медале, Гузель Шарафутдинова (Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗ) тата Матвей Романов (Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗ) бронза медале тивӗҫрӗҫ.

Ӑмӑртура мала тухнисене медальсемпе тата грамотӑсемпе чысларӗҫ. Мала тухайманнисен вара малашнехи тупӑшусене тата та лайӑхрах хатӗрленсе вӗсенче ҫӗнтерӳ патне ӑнтӑлма майсем пулӗҫ. Пурне те ӑнӑҫу сунатпӑр!

Нежеметдин САХРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *